27 февраля 2016 г.
Кунран-кун çанталăк ăшăтсах пырать. Кĕçех çырма-улăх тăрăх шыв кĕрлесе юхĕ. Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăри çурхи шыв 56 ялпа 16 муниципалитет пĕрлĕхне сиен кÿме пултарĕ.
Çуркунне çывхарнă май Чăваш енри çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çурхи ейÿрен сыхланассипе ĕç планĕ хатĕрленĕ. Коммуналлă тытăма тата шыв илессине аварисĕр, шыравпа çăлав тата ытти службăна инкек-синкекре йĕркеллĕ ĕçлеттерес ыйтăва пăхса тухнă. Гидросооруженисене, таса шыв пахалăхне, строительство организацийĕсем юсава хатĕррине те тĕрĕслĕç. Республикăра 557 гидросооружени, вĕсене вырăнти муниципалитет пĕрлĕхĕсем асăрхасах тăрĕç.