27 февраля 2016 г.
Нумаях пулмасть Вăрнарти «Пятерочка» лавккара çакнашкал ÿкерчĕке курма тÿр килчĕ. Касса умĕнче тăракан хĕрарăм пĕр 10–12 çулхи арçын ачана ытлă укçана (сдача) чекпа пĕрле хурса пачĕ. Анчах та лешĕ икĕ тенкĕне нимле те илесшĕн пулмарĕ. Кассир тимĕр укçана вăйпа ачан пакетне чикрĕ. «Вăт, укçа парса кăларса яр ачу-пăчуна...», – астутарнăн каларĕ вăл.
Çулланнă хĕрарăмăн ырă туйăмĕ чуна пырса тиврĕ. Тепри ытлă укçана хăй кĕсйине те персе чикме пултаратчĕ. Кунашкал тавар туянакан темиçе пулсан тенкĕ самаях пухăнать-çке. Эппин, ку кассир укçа хакне, вăл алла тар тăкмасăр лекмессине аван пĕлет. Чунлăхĕ те пур. Ял ачин ашшĕ-амăшне хĕрхенниех ĕнтĕ ку. Кашни лавккана кĕмессерен ытлă укçана ан ил-ха – çавăнтанах перекетлĕх çухалать.
Пурнăçĕ çапла пулса кайрĕ-ши? Ачасенчен нумайăшĕ халĕ укçа хаклăхне пĕлмест. Кашнин кĕсйинче тенĕ пек – кунсерен тăкаклама уйăрнă укçа. Кирлĕ-кирлĕ мар япала е сиенлĕ апат-çимĕç туянсах пĕтерет ăна чылайăшĕ. Çакна кашниех асăрханă – нумай ача аллинче чипсă е кириешки, е газлă пылак шыв.
Пĕр енчен, хамăр ывăл-хĕрсене хамăрах аташтаратпăр. Вăл ыттисенчен ан юлтăр тесе чун тухиччен тенĕ пек тăрмашатпăр. Ялта пурăнаканăн хăшĕ-пĕрин лару-тăру тата йывăртарах. Ачи-пăчине çын тăвас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр выльăх-чĕрлĕхпе, пахчаçимĕçпе ĕçлеççĕ. Теприсем патшалăха сĕт сутнă укçапа кăна пурăнаççĕ. Ытлă укçана илмен арçын ачан хăтланкаларăшĕ çынсенче те çакнашкал шухăша çуратрĕ, «Амăшĕ те юлашки укçине тыттарса янă-ха ывăлне? Вăл пур – перекетлĕх мĕнне чухламасть те».
Тĕрĕссипе, çамрăксем халĕ тÿрех курттăмăн укçана хапсăнаççĕ. 10–15 пин тенкĕллĕ шалупа ĕçлес текенсем шутлă кăна. Ав, ĕç сĕнекен пĕлтерÿсем хамăр хаçатрах чылай. ,çле, ан ÿркен. «Çав шалушăн-и?» – тет нумайăшĕ. Пилĕк авмасăр çăмăллăн укçа илес текенсем ĕнтĕ кусем. Теприсем тата, çамрăк арçынсем ĕнтĕ, ют регионсенче выçăлла-тутăлла тар тăкнă хыççăн пысăк укçана ним мар симĕс шĕвекпе улăштарма пултараççĕ. Çакă мар-и вăл укçана, унран та ытларах харпăр хăйне хакламанни?
Пĕр пус тенке перекетлет, теççĕ вырăссем. «Тенкĕне перекетлеменни – хăйне хăй хисеплеменни» тенĕ Пĕрремĕш Петĕр патша. Шел те, хальхи ăрăва ку хаклăха вĕрентмелĕх пур. Пĕчĕкрен ĕç патне çыпăçманни, çăкăр хакне пĕлсе çитĕнменни çак çитменлĕхе çуратать те.
Хăшĕ-пĕри тем пек хирĕçлесен те совет тапхăрĕнче ĕç урлă воспитани парас мел чи тĕрĕсси пулнă тесе шухăшлатăп. Тен, теприн халĕ те ĕçлес килет пулĕ, анчах саккун хушмасть. Эпир 10–12 çултанах колхоз ĕçне хутшăннă, кăшман, кишĕр речĕсене çумкурăкран тасатнă, çĕрулми пуссинче нăрăсене алă вĕççĕн пуçтарнă, утă пухма хутшăннă. Çĕрулми пуçтарма шкулĕпе кар тăраттăмăр. Укçине те тÿленĕ, уншăн шкулти апата та йÿнеçтернĕ. Çуллахи вăхăтра практикăра шкул участокĕнчи пахчаçимĕçе черетпе пăхса тăнă, шăварнă, кăпкалатнă. Вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче шкул ферминче черетпе вăкăрсем пăхнă...
Халĕ, çĕршыври экономикăн кăткăс тăрăмĕн тапхăрĕнче, перекетлĕх пирки уйрăмах шутламалла пек. Ачасен çемьене укçа çăмăллăн килменнине ăнланмалла пек. Анчах та ĕçе хисеплеме вĕренмесĕр укçана хаклама вĕрентме пулĕ-ши?..
Светлана ЧИКМЯКОВА.