Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăка пĕтĕмлетрĕç

27 февраля 2016 г.

Кульцав ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Нараткин иртнĕ çула пĕтĕмлетсе Мĕлĕш халăхĕ умĕнче отчет туса пачĕ.

Пухăва Вăрнар район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçи Юрий Романов хутшăнчĕ. Вăл район экономикине çĕклессипе пурнăçланă ĕçсен кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, çурт-йĕр, çулсен ыйтăвне хускатрĕ. Залра ларакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Чăвашла та, вырăсла та тĕрĕс те илемлĕ калаçрĕ.

Ун хыççăн район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Филиппова сăмах илчĕ. Районти демографи ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çынсем пурнăçран уйрăлнин сăлтавĕ тĕрлĕ чир-чĕрсемпе, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнипе çыхăннине палăртрĕ.

«Вурнарский» пайĕн участокри инспекторĕ С.Волков çынсем мушенниксенчен шар курнă тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ, асăрхануллă пулма ыйтрĕ.

Пухăва хутшăннисем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене чылай хускатрĕç. Вĕсем ялсенче çул-йĕре, кĕперсене юсассипе, сĕт хакне тытса тăрассипе, пĕвесене тасатассипе, çĕр лаптăкĕсене йĕркене кĕртессипе, çÿп-çап турттарассипе çыхăнчĕç.

Пуху хыççăн районти халăх хорĕн «Вăрнар ен» ансамблĕ пултаруллă та ăста баянист В.Шакртов ертсе пынипе зала пухăннă халăха чуна тыткăнлакан юрă-кĕвĕ парнелерĕ, «Тивлет» юрăпа ташă ушкăнĕ илемлĕ ташшисемпе савăнтарчĕ. Хамăр ял хĕрпĕрчи Ксения Клочкова «Çĕмĕрт» юрра тĕлĕнмелле çепĕççĕн, уççăн, илемлĕн шăрантарчĕ.

О.КОРОТКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика