27 февраля 2016 г.
Хĕллехи уйăхсенче ял халăхĕ кăштах ирĕклĕрех, çавăнпа та концерт программипе тухса çÿреме май пур. Ултă ялти пултаруллă çынсене пĕрлештерекен Уйкас Кипекри «Кипек ен» фольклор ушкăнĕ ял поселенийĕсенчи отчетлă пухусем йĕркипе концертпа ялсем тăрăх çÿрерĕ, Услантăр Енĕшре, Кивçурт Енĕшре, Енĕшре, Вăрман Кипекпе Уйкас Кипекре тата Çĕн Сăрьелте пулчĕ. Ялти артистсем Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе те концерт лартрĕç. Çĕрпеле, Çавалкаса, Канаш районĕнчи Вăрман Енĕше, Красноармейски районĕнчи Пайсупин, Упи, Тусай ялĕсене çитрĕç. Хăйсен пултарулăхне Чăрăшкас Мăратпа Кăмашра та кăтартасшăн.
«Кипек ен» фольклор ушкăнĕн ертÿçи – Лидия Михайлова. Ушкăнра, Елена Егорова, Ольга Осипова, Галина Петрова, Надежда Назарова, Людмила Христофорова, Юлия Христофорова, Надежда Кузьмина, Людмила Трофимова, Светлана Алексеева, Валентина Николаева. Вĕсемпе пĕрле Çĕн Сăрьелти Владимир Павлов тухса çÿресе хăй çырнă шÿтлĕ сăвви-калавĕсене вулать. Купăсçи – пултаруллă Владимир Арсентьев.