20 февраля 2016 г.
Ытларикун районта ĕçлĕ визитпа пулнă май, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлекен çамрăксемпе тĕл пулчĕ, вĕсемпе уççăн калаçрĕ.
Районта çамрăксене пулăшас, хавхалантарас тĕллевлĕ программăсем чылай ĕçлеççĕ. Предприятисемпе организацисенче обществăлла пĕрлешÿсем, депутатсен районти Пухăвĕ çумĕнче çамрăксен парламентне йĕркеленĕ. «Çамрăк Гварди» членĕсем хĕрсемпе каччăсене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшаççĕ, экологи акцийĕсене хутшăнаççĕ. «Районти промышленность предприятийĕсенче пĕтĕмпе 420 çамрăк тăрăшать. Çав вăхăтрах вĕсем сывлăх сыхлавĕнче, культурăра, вĕрентÿре, ял хуçалăхĕнче çитмеççĕ», – терĕ вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова.
Юлашки вăхăтра районта предприниматель ĕçне кÿлĕннĕ çамрăксем те сахал мар. Кÿстÿмĕрти Еленăпа Алексей Фадеевсем акă «Пуçлакан фермер» программăпа фермер хуçалăхне йĕркелесе янă, ферма çĕкленĕ, выльăх-чĕрлĕх ăста çитĕнтереççĕ, çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Вăрнар çамрăкĕсене, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май, малашне те кăтартуллă пулма ăнăçу сунчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.