Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыру, пенсисем, асăрханулăх пирки…

20 февраля 2016 г.

Юнкунхи Пĕрлехи информаци кунĕнче районта республика представителĕсем хутшăннипе пилĕк ушкăн ĕçленĕ. Вĕсене Чăваш ен сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Богданова ертсе пынă.

Татьяна Геннадьевна район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа, Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕпе Людмила Редьковапа, район тĕп больницин тĕп врачĕпе Николай Тинюковпа район администрацийĕн ĕçченĕсемпе, Калинино тата Ярмушка ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе курнăçнă.

Ку чухнехи тĕлпулусен темисене те кун йĕркине ахаль кĕртмен. Чи анли – Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ пулчĕ.

Çулталăклăх йышăннă патшалăх политикин тĕп документĕнче аталанупа, çĕршывра тухса тăнă экономикăн ансат мар ларăвĕнчен тухассипе çыхăннă тĕп çул-йĕрсене палăртнă. Чăваш ен Пуçлăхĕ ку енĕпе пысăк тухăçлă, конкурентлăха тÿсме пултаракан ĕç вырăнĕсем туса хумаллине, хамăр туса илекен продукцие вырнаçтарма, тавар туянакана сĕнме вĕренмеллине калать.

Унăн тĕп задачисем – республикăри халăх йышне ÿстересси, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, наци сывлăхне çирĕплетесси, çамрăксенче патриотизм туйăмне вăйлатасси.

Пĕр пăхсан ку тĕллевсене ним те мар пурнăçлама пулать. Халăх харпăр хăйне упраса, сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнсан. Паллах, республикăра медицинăн вăйлă объекчĕсем хута кайрĕç. Тухтăрсем вăхăтсăр çав тери маларах çуралнă ачасен пурнăçне те çăлса хăварма пултараççĕ. Çынсем çеç нумай чухне хăйсен сывлăхне тимлĕх уйăрма манаççĕ. Статистикăна пăхатăн та – халăх ытларах тулашри сăлтавсенчен вилни паллă. Эрехпе наркăмăшланнисем чылай.

Чăваш ен Пуçлăхĕ ку «инкекрен» хăтăлмаллине аса илтерет. Çакна вăл ытларикун районта иртнĕ пĕтĕмлетÿллĕ ларура та халăха алкогольтен çăлассипе вирлĕн кĕрешмеллине çивĕч хускатрĕ, тивĕçлĕ органсене контрафактлă продукцирен хÿтĕленсе суту-илÿ точкисене тĕрĕслесех тăма, ялсенчи сăмакунçăсене пăркăчлама çирĕп асăрхаттарчĕ.

«Пирĕн Чăваш Республикине малалла тухăçлăн аталантарма тата ăна илемлĕрех те пуянрах тума пулăшакан мĕнпур ĕçе пурнăçа кĕртмелле!» – палăртнă Çырура Михаил Игнатьев. Çак шухăша пурнăçлама халăхăн пĕр тĕллевлĕ пулмалла...

Информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ тепĕр тема – пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕх-сем. Кăçалтан ĕçлемен пенсионерсен федерацин социаллă тÿлевĕ пысăкланнă. Ăна çыннăн тупăшĕ Чăваш енре пенсионера пурăнмашкăн çирĕплетнĕ чи пĕчĕк виçерен – 7391 тенкĕрен (пĕлтĕр 5771) сахалраххисене параççĕ. Республикăра ăна 30 пин ытла çын илсе тăрать. Вăтам ÿсĕм – 672 тенкĕ.

Ĕçлемен граждансен страховани пенсийĕ, çав шутра ун тытăмĕнчи çирĕплетсе панă тÿлев те, февральтен 4 процент ÿснĕ. Индексациленĕ хыççăн асăннă уйăхри тÿлев 4558,93 тенкĕпе танлашать. Пенси балĕн хакĕ 74,27 тенкĕ. Республикăра хушма тÿлеве 243 пин пенсионер тивĕçнĕ. Ватлăхри пенси вăтамран 470 тенкĕ хăпарнă, 11,9 пин тенкĕпе танлашнă.

Апрель уйăхĕнчен патшалăх пенсийĕсем, çав шутра социаллă пенсисем, тивĕçлĕ канăва тухнă çын ĕçленипе ĕçлеменнине пăхмасăр, 4 процент пысăкланĕç. Социаллă пенсин вăтам ÿсĕмĕ 273 тенкĕ пулĕ, 7,5 пин тенкĕпе танлашĕ. Ачаран инвалидсен 458 тенкĕ хушăнать 11,9 пин тенкĕ пулать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен, икĕ пенси илекенсен, вăтамран 1 пин тенкĕ хăпарнă хыççăн пенси вăтамран 30 пин тенкĕпе танлашĕ.

Ĕçлекен граждансем страховани пенсине тата унăн çирĕплетнĕ тÿлевне индексацисĕр илсе тăраççĕ. Индексацие ĕçлемен пенсионерсем кăна тивĕçеççĕ.

Августран тытăнса 2015 çулта ĕçленĕ пенсионерсене хăйсем заявлени тăратмасăрах иртнĕ çулшăн пенси балĕсене ÿстернине шута илсе страхлакан пенсие çĕнĕрен шутласа параççĕ. Ÿсĕм виçĕ пенси балĕпе танлашать.

Ялсенче, ĕç коллективĕсенче иртнĕ тĕлпулусенче çавăн пекех яланхи çивĕч темăна та – вут-çулăмран асăрханассине – çĕкленĕ. Пушар – хăрушă пулăм. Маларахри çулсенче пулнă инкексен сăлтавĕсене кура шухăшламалли, асăрханмалли пур. Нумай чухне çынсем кăмакасемпе тĕрĕс мар усă курнинчен, электропроводка çирĕп пулманнинчен, пушар правилисене уяманнинчен шар кураççĕ. Астутарма хистени аван: «Инкек куçа курăнса килмест. Çавăнпа та кашнин асăрхануллăрах пуласчĕ».

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика