Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçĕ курăмлă

20 февраля 2016 г.

2015 çул сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕ. Халĕ иртсе кайнă çула пĕтĕмлетме те вăхăт. Культура ĕçченĕсем çулталăк пуçламăшĕнче хăйсем умне лартнă тĕллевсене пĕтĕмĕшлех пурнăçланă-и? Ял халăхĕн чунне хавхалантарма пултаракан мероприятисем ирттернĕ-и? Çак тата ытти ыйтусен хуравне тупас тесе пирĕн корреспондент район администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕпе И.Алексеевăпа тĕл пулнă.

– Ираида Олеговна, паянхи кун культура ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçласа пы-раççĕ-и? Ĕçре çĕнĕлĕх-семпе усă кураççĕ-и?

– Пытармалли çук, культура учрежденийĕсем, яланхи пекех, иртсе кайнă çулталăкра та унччен йăлана кĕнĕ меслетсемпе ĕçленĕ% уявсем, конкурссем, кану тата ташă каçĕсем йĕркеленĕ. Чылай мероприяти паллă та асра юлакан кунсем ячĕсемпе иртнĕ% Çĕнĕ çул уявĕ, февралĕн 23-мĕшĕ, мартăн 8-мĕшĕ, Çăварни тата ытти те. Иртнĕ çул Литература çулталăкĕ пулнă май литература каçĕсем, çавра сĕтелсем, калаçусем ирттересси тĕп вырăна тухса тăнă. Тĕрлĕрен конкурссем те туса ирттернĕ. Акă литературăпа поэзи каçĕн сценарине çырса хатĕрлессипе йĕркеленĕ конкурса 14 мастер-сценарист хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен ĕçĕсене тĕрлĕ жанрпа – вырăсла тата чăвашла тăратрĕç. III–IV кварталта ачасен литература ĕçĕсемпе сăвă çыракансен конкурсĕсем пулчĕç.

2015 çулта районта 338 клуб йĕркеленĕвĕ ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра районта 5 хор, 25 фольклор, 40 театр ушкăнĕ шутланать. Клуб йĕркеленĕвĕсене культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем тата юрра-ташша юратакансем хутшăнаççĕ. Калининăри «Нурăс», Чăрăш Ишекри «Калина», Кульцаври «Ивушка», Чăрăшкас Хирлепри «Сарпи» хор коллективĕсем халăх йăла-йĕркине упраса хăварас тата ăна сарас тĕллевпе пысăк ĕç тăваççĕ. Çемье ансамблĕсем те культура аталанăвĕ çине пысăк витĕм кÿреççĕ. Халăх юрăпа ташă ансамблĕ концерт программипе пĕлтĕр 15 яллă вырăна çитсе килнĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ 15 спектакль кăтартнă. Чăрăшкас Хирлепри «Асамат» халăх театрĕн коллективне уйрăммăн палăртас килет. Ку театр ушкăнĕ пĕлтĕр республикăри халăх театрĕсемпе драма коллективĕсен «Мухтав ахрăмĕ» конкурсра палăрчĕ. Ветерансен халăх хорĕ те пултарулăха ÿстерсе пырать. Коллектив час-часах тĕрлĕ çĕрте пулать.

– Вăрнар тăрăхĕнче ал ĕçĕпе аппаланакансен йышĕ пур-и?

– Тÿрех калатăп, ал ĕçне кăмăллакансем пĕтмен-ха. Акă Виталий Стеклов, Александр Фомин, Валерий Ильин йывăçран тĕрлĕ япала касса кăларма маçтăр. Альбина Ивановăпа Анна Пескова тĕрĕ тĕрлеме юратаççĕ. Шăтăкла йĕппе çыхассипе Нина Курсовăпа Валентина Павлова палăраççĕ. Ăстасем татах та нумай, пурне те асăнса та тухаймăн. Çавах та манăн музыка инструменчĕсем туса хатĕрлекен Владимир Михайлова (Вăрнар), Юрий Максимова (Çĕрпел), Виталий Иванова (Туçи Çармăс) палăртас килет. Вĕсен аллисем чăннипех те ылтăн. Ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ ăстасем. Районти «Акатуй-2015» уявра иртнĕ конкурс-курава 66 маçтăр хăйсен ĕçĕсене тăратрĕ. Апла пулсан ал ĕçĕ енне туртăнакансем пур-ха. Концерт-курав шăпах çакна çирĕплетсе пачĕ тесе калассăм килет.

– Çамрăксене культура енне явăçтарассипе мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?

– Яшсемпе хĕрсен пушă вăхăтне интереслĕ ирттересси культура ĕçченĕсемшĕн тĕп тĕллев пулса тăрать. Çавăнпа та вĕсем валли ытларах тĕрлĕ конкурс-фестиваль программисем хатĕрлетпĕр. Районти культура çуртĕнче студентсен концерчĕ иртрĕ. Сцена çине Вăрнарти çамрăксем кăна мар, хальхи вăхăтра çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вĕренсе пурăнакан яшсемпе хĕрсем тухни питех те савăнтарчĕ. Çавăн пекех çамрăк эстрада юрăçисен тата хореографи коллективĕсен конкурсĕсене йĕркелесе ирттертĕмĕр. Вĕсенче çамрăксем хăйсен пултарулăхне туллин уçса пама пултарчĕç. Раççейри çамрăксен кунне халалласа йĕркеленĕ мероприяти программинче нумай çĕнни пулчĕ. Паллах, культура çурчĕсенче канмалли кунсенче ташă каçĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Çамрăксем ташласа савăнаççĕ, çапла майпа вăхăта пĕрле ирттереççĕ.

– Сирĕн шутпа, культура аталанăвĕ çÿллĕ шайра пултăр тесен тата мĕн тумалла?

– Юлашки çулсенче район шайĕнче тĕрлĕ фестивальсем йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вĕсенче художество пултарулăх коллективĕсене хăйсен ăсталăхне туллин кăтартма майсем туса паратпăр. Хальхи пурнăçра культура ĕçченĕсемпе ял çыннисен пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пымалла. Çакă çитĕнÿсем тума май парĕ. Пĕчĕк ялсенче пурăнакансене культура енне туртăнтарасси те малти вырăнта тăмалла. Çавăнпа та çу кунĕсенче кашни культура учрежденин агитбригадăсем йĕркелемелле, ял халăхне юрă-тăшăпа савăнтармалла.

Юрий КОРНИЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика