20 февраля 2016 г.
Ял хуçалăх çыравĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Хаçатра пĕрре мар çырнă пулин те пысăк мероприяти умĕн район çыннисене ун тĕллевĕсене аса илтерни, пĕтĕмлетĕвĕсем мĕн тума кирлине ăнлантарни тата районта ăна ирттерессипе мĕн пурнăçланине пĕлтерни ытлашши пулмĕ. Çавна май эпир калаçăва Чăвашстатăн статистика ĕçĕсен, статистика регистрне тата Пĕтĕм Раççейри классификатора йĕркелекен пайĕн тĕп специалист-экспертне Людмила ОСИПОВАНА чĕнтĕмĕр.
– Людмила Алексеевна, чи малтанах халăха пăшăрхантаракан ыйту çинче чарăнмалла пулĕ. Ку вăл – çынсем çырав даннăйĕсене налук ÿстерме усă курĕç тесе хăрани.
– Кирек мĕнле çырав та халăха, уйрăмах ял çыннисене, хăратать. Хăш-пĕрисем ăна налук ÿстерме хатĕрленнипе, çĕр саккунĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăнтараççĕ. Теприсем тара панă-илнĕ çĕр пайĕсемпе çыхăннă çитменлĕхсем çиеле тухасран хăраççĕ.
Халăх пăшăрханни ахалех. Патшалăх статистикин органĕсем ял хуçалăх çыравне хутшăннă çынсем каланă мĕнпур информаци вăрттăнлăхра юлассине, ял хуçалăх таварне туса илекенсенчен ыйтса пĕлнĕ çырав хучĕсене никама та кăтартмассине шантараççĕ.
Унсăр пуçне, даннăйсене шута илнĕ чухне ял ячĕсем те «çухалаççĕ», муниципаллă район кăна юлать. «Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен» федераллă саккунра çырав витĕр тухакан объектсем çинчен калакан даннăйсене хÿтĕлессине çирĕп гарантиленĕ.
– Эппин, район çыннисен пăшăрханмалли çук. Аграри секторĕн пĕтĕмĕшле лару-тăрăвне пĕлме информацие пĕлтерме хăрамалла мар...
– Çырав – çĕршыва кирлĕ пулăм. Тĕрĕсех, вăл кăна ял пурнăçĕн, ял хуçалăх отраслĕн чăн ÿкерчĕкне курма-пĕлме май парать. Çакă çĕр ĕçченĕсем майлă патшалăхăн аграри политикине те улшăнусем кĕртме хистĕ.
Пирĕн кăçал уйрăм хуçалăх, пахча-дача тытакансене, фермерсене, уйрăм предпринимательсене, ял хуçалăх предприятийĕсене, вĕсем çĕрпе мĕнле усă курнине, мĕнле çул-йĕрпе ĕçленине, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк шутне «çырса» тухмалла.
– Людмила Алексеевна, пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленсе районта мĕнлерех ĕçсем пурнăçланă-ха?
– Палăртнă мероприятисен йĕркипе çырав объекчĕсен списокĕсене йĕркеленĕ тата çĕнетнĕ. Çĕрпе мĕнле усă курнине тĕплĕн тишкернĕ. Çырав объекчĕсен тĕрĕслевĕн чи йывăр секторĕ – фермерсемпе уйрăм предпринимательсем. Мĕншĕн тесен вĕсем регистраци тухнă хыççăн ку статуса пăрахăçлама е хушма хуçалăх тытакан пек ĕçлеме пуçлаççĕ.
Вăрнар районĕнче пĕтĕмпе 19 ял хуçалăх организацине, 98 хресчен-фермер тата уйрăм предприниматель хуçалăхне, 15069 уйрăм хуçалăха, 15 сад тата коммерцилле мар пĕрлешĕве «çырса» тухмалла.
Хальхи вăхăтра районта ултă участок йĕркеленĕ, вĕсенче ултă инструктор, çавăн пекех 33 переписчик шутланса тăрать. Пĕр переписчика 460 объект тивĕçет.
Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.