20 февраля 2016 г.
Совет саманинче çакăн пек каланине сахал мар илтнĕ% «Эпир кахалсем ĕмĕтленекен ним ĕçлемесĕр пурăнмалли общество тумастпăр, эпир этемлĕх историйĕнче чи лайăх йĕркелесе çитнĕ, чи хастар ĕçченсен обществине тăватпăр. Пурăнасса та çак обществăра чи ĕçчен, таса чун-чĕреллĕ, чи йĕркеллĕ те пысăк ăнлануллă çынсем пурăнмалла пултăр».
Çак сăмахсем харпăр хăй ачисене совет обществине юрăхлă çын туса ÿстерес тесе тăрăшакан ашшĕ-амăшне пырса тивнĕ. Ун чухне ывăл-хĕре яланах ĕçе юратма, çынна хисеплеме вĕрентнĕ, çакăншăн вăй-хал хурсах тăрăшнă. Шкулсем те ку ĕçрен пăрăнса юлман% вĕренекенсен ĕç бригадисем пулнă, шкул çумĕнче пĕчĕк фермăсенче сысна, кролик, ĕне усранă, сад пахчисенче улма-çырла, çĕрулми, кишĕр, сухан, ыхра, кăшман çитĕнтернĕ, мастерскойсенче килте кирлĕ япаласем ăсталанă.
Ашшĕ-амăшĕсемпе хальхи вăхăтра ачисене ĕçе хăнăхтарас пирки калаçма йывăр. Пĕрре, ачасене вĕрентÿ министерстви ĕçрен пăрчĕ, тепре ĕçĕ-пуçĕ çук, çитĕннисене те тивĕçмест. Çирĕм çул каялла вăрман хуçалăхĕнче 30–40 ача тăрăшнă, поселок урамне каллех çавăн чухлĕ ача-пăча илем кĕртнĕ, виççĕмĕшĕнчен – ача-пăча ĕçе хăй туртăнмасть, компьютерпа кнопка пусса выляса анчах ларасшăн – тар юхмасть, çан-çурăм ыратмасть, ал-ура хуралмасть...
Хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ кун пирки сăмах пуçласан: «Ытлашши иртĕхтерсе ÿстеретпĕр-çке хамăр ачасене! Мĕн кирлине вĕсене веçех илсе паратпăр, хамăр вара вĕсене ним те тутараймастпăр, ĕçлесшĕн мар вĕсем!» – теççĕ. Çакна калас килет, кăçал дачăсене çамрăксем килчĕç, пушă выртнă вырăнсене тирпейлерĕç, пахча-çимĕç лартрĕç. Вăрнарти Гурьевсен ачисем ак ашшĕ-амăшне чылай пулăшрĕç. Çĕре кăпкалатрĕç, çĕрулми, купăста, сухан лартрĕç, ун пеккисем тата та курăнкаларĕç. Маттурсене ырласа сăмах калани вырăнлă.
Ача-пăча ашшĕ-амăшĕ хыттăнрах каламасăрах, пĕр хирĕçсе-тавлашса тăмасăрах ĕçе пурнăçлать пулсан, кун пек ача-пăчана мухтатпăр, ырлатпăр, анчах та, тĕплĕнрех шухăшласа пăхсан, мухтамаллах-ши вĕсене? Лайăх ача ашшĕ-амăшĕ ĕç хушасса кĕтсе лармасть, тÿрех ыйтать: «Анне, манăн сана кăштах та пулин пулăшасчĕ, анчах мĕнрен тытăнас-ши?» – тет. Шел, ашшĕ-амăшĕнчен питĕ сахал пайĕ çеç ача çакăн пек пулнипе мухтанма пултарать.
Кил-йышра вак-тĕвек ĕçсене тума хăнăхни ачана каярахпа вĕренÿри е производствăри йывăр ĕçсене хăвăрт хăнăхма май парать. Çакăн пек ĕçсенчен пурăна киле ача обществăна усăллă ĕçсем тума хатĕрленет.
Пирĕнтен кашниех асăрханă ĕнтĕ: аслисем мĕн ĕçленине курса ачасем çав ĕçе тума хăтланаççĕ, чылай чухне çитĕннисенчен кая мар пурнăçлаççĕ. Çум-курăк çумлама, сухан лартма, шăварма, çырла пуçтарма, килкарти шăлма... – мĕн чухлĕ ĕç шăпăрлансем валли, тепĕр чухне кĕпи-йĕмне те питĕ лайăх çуса тасатма пултараççĕ...
Кун пек тĕслĕхсем, шел пулин те, пурнăçра питĕ сахал. Çакна палăртмалла: ачана ĕçчен пулма хăнăхтарас тесен, унăн ĕçне хаклама пĕлмеллех. Пуриншĕн те паллă: ача ĕçчен çын пулса ÿстĕр тесен хăйне тĕллĕн тивĕçтерес йĕркепе хуçалăхра кашни кунах тумалли ĕçсенчен ан хăтарăр ăна, çемьешĕн мĕнле те пулин усăллă ĕç тăвасси – унăн яланхи тивĕçĕ.
Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр – çапла каланă ваттисем. Ĕç çумне çыпçăнсан: ай-ай, сан çумна «куршанак» çыпăçнă, тетчĕç. «Çынна ĕç çын тăвать» тесе вĕрентни те вырăнлă.
Алексей АНТОНОВ.