Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркевпе çитĕнÿ пулаймĕ

20 февраля 2016 г.

Ярмушка шкулĕнче вунпĕрмĕш класра вĕренекен Роман Сорокин физкультура урокĕнче йĕлтĕрпе ывăничченех чупрĕ. Акă, тарланăскер, чарăнса тăчĕ те, туйисем çине ÿпĕнчĕ.

– Мĕн тери аван уçă сывлăшра пулмашкăн, – терĕ вăл.

– Хĕл кунĕсенче йĕлтĕрпе чупнине нимĕн те çитмест. Кăмăл-туйăм çĕкленет, хăвна та çăмăллăн туйма пуçлатăн, – калаçăва хутшăнчĕ пĕр класри Анастасия Константинова.

Иккĕшĕ те спорта килĕштереççĕ, Роман уйрăмах. Уншăн йĕлтĕрпе е çуран чупмалла-и, – пурпĕрех, чи пахи – вăхăта усăллă ирттерни тата сывлăха çирĕплетни. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнни ачана пиçĕхтерет кăна. Умра авă – пурнăçăн анлă çулĕ. Унччен вара кăçал шкулпа сывпуллашиччен экзаменсене ăнăçлă тытмалла, хыççăн малалла вĕренесси пирки шутламалла. Р.Сорокин шкулта, çавăн пекех районта иртекен спорт ăмăртăвĕсенче ялан малтисен йышĕнче.

– Сана спортра кам хавхалантарать? – ыйту памасăр чăтаймарăм эпĕ.

– Атте, – кĕскен хуравларĕ ача. – Пытармасăр каласан, манăн çывăх çынсене тата юлташсене тăрăшулăхпа савăнтарас килет.

Вăл, калаçăва малалла тăснă май, физкультура ачасене хастартарах пулма вĕрентнине пĕлтерчĕ. Хускану – сывлăха çирĕплетет. Роман тĕрлĕ дистанцире чупса хăйĕн хăвăртлăхне пĕрре мар кăтартнă. Фуболла та выляма юратать ача. Унăн ăсталăхне Вăрнарти «Химик – Август» командăн тренерĕсем те асăрханă. Çавăнпах хăйсем патне чĕннĕ. Р.Сорокин хирĕçлемен. Халĕ вăл асăннă командăн çурма хÿтĕлевçи. Паллах, çамрăксен командинче вылять. Ку таранччен ăçта кăна пулма тÿр килмен-ши унăн? Вăйă вăхăтĕнче мечĕке темиçе хутчен те хапхана тапса кĕртнĕ.

Медальсемпе Хисеп хучĕсем сахал мар ачан. Пурте вĕсем – пĕр-пĕр ăмăртура палăрнăшăн панăскерсем. Çитĕнÿ хавхалантарать, малалла ăнтăлма хистет.

– Физкультура урокне чăтăмсăррăн кĕтетĕп, – шухăша уçрĕ вунпĕрмĕшĕнче вĕренекенскер. – Тĕрлĕ ăмăртăва çĕкленÿллĕ кăмăлпа хутшăнатăп.

– Рома кирек хăçан та тăрăшуллă, – пĕр класра вĕренекене мухтаса илчĕ Анастасия Константинова.

Мал ĕмĕтлĕ Р.Сорокин тус-юлташĕсене спорта юратма вĕрентет. Вĕсене пулăшма та хирĕçлемест. Мĕнле професси суйласа илессине татăклăн пĕлтермерĕ пулин те çапла каларĕ:

– Спортпа туслă пулни пурнăçра нихăçан та чăрмантармĕ.

Мĕнех, килĕшмелле унăн сăмахĕсемпе. Спортсмен ятне тивĕçмесен те сывлăх çине тимлĕх уйăрнине нимĕн те çитмест.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика