20 февраля 2016 г.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ – пысăк та сумлă уяв. Праçнике Мачамăш каччи Михаил Павлов Челябинскра паллă тăвĕ. Вăл çак хулара пархатарлă тивĕçе пурнăçлать, автомобильпе броня танкĕсен инженери институчĕн вĕренÿ центрĕнче службăра тăрать. Кăçал кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче çар присяги тытнă. Яшсенчен хăшĕ-пĕри çар ретне тăрассинчен шикленет. Михаил Павлов вара ыр сăмахсене анчах тивĕçлĕ.
– Салтака кайма ят тухсан питĕ савăнтăм,– пĕлтернĕччĕ яш каччă хăйне çара ăсатнă чухне. Вăл шкул саккинченех Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи пулма, салтак шинельне тăхăнма ĕмĕтленнĕ. Сывлăха çирĕплетме ÿт-пĕве пиçĕхтернĕ, спортпа туслашнă. Калининăри вăтам шкулта вĕреннĕ чухне тĕрлĕ секцисене çÿренĕ. Çăмăл атлетика енĕпе район, республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă. Спортри çитĕнĕвĕсем те пур. Пĕлтĕр республикăра шкул ачисем хушшинче ирттернĕ çăмăл атлетика кросĕнче Мачамăш каччи 3 километрлă дистанцире виççĕмĕш вырăн йышăннă. Шкулăн 2015 çулхи чи лайăх спортсменĕ ята тивĕçнĕ. Палăртмалла, Михаил Павлов çамрăк космонавтсен «Альтаир» отрячĕн физкультура йĕркелÿçи те пулнă. Вăл вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пынă.
Салтака кайиччен Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче виçĕ уйăх ытла вĕреннĕ пулсан та Михаил Павлов ыр ят çĕнсе илме пултарнă. Ăна зачетсене-экзаменсене питĕ лайăх паллăсемпе тытнăшăн преподавательсем мухтанă.
– Миша Павлов пултаруллă, анлă тавракурăмлă, тирпейлĕ, ĕçчен çамрăк. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Тус-юлташа нихăçан та инкекре хăвармасть. Унра патриотлăх туйăмĕ пысăк. Эпир, Калинино шкулĕн вĕрентекенĕсем, Миша Павлов чăваш ятне çÿлте тытасса, çар тивĕçне чыслăн пурнăçласса шанатпăр, – çирĕплетрĕ класс ертÿçи Надежда Кузьмина.
Ашшĕпе амăшĕ Валерий Михайловичпа Татьяна Ивановна ывăлĕпе мăнаçланаççĕ, вăл салтакран килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.