20 февраля 2016 г.
Çула çитмен ачасем тÿрĕ çултан пăрăнни – ашшĕ-амăшĕшĕн те, обществăшăн та пысăк хуйхă. Шел те, хăш чухне вĕсем саккуна пăсни тĕл пулать.
Пирĕн патра учетра çула çитмен 22 ача тăрать. Право йĕркине татах пăсассинчен асăрхаса полици ĕçченĕсем вĕсене тимлĕхрен кăлармаççĕ.
Судпа условнăй майпа айăпланнисем виççĕн. Пĕрне обязательнăй майпа ĕçлеттерме йышăннă, теприне условнăй срок панă, виççĕмĕшĕн палăртнă вăхăтра килтен тухма ирĕк çук. Вĕсем айăплав йĕркине мĕнле пăхăннине февралĕн 10–20-мĕшĕсенче «Условник» акци йĕркипе тĕрĕслерĕмĕр. Уйрăмах çамрăксем ытларах пухăнакан вырăнсене пĕрре мар çитрĕмĕр. Çитменлĕхсене палăртман.
«Условник» акци çулталăкра тăватă хутчен иртет. Кунсăр пуçне – май, сентябрь тата ноябрь уйăхĕсенче.
Эльвира ТАТАРОВА,
полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен аслă инспекторĕ.