13 февраля 2016 г.
Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра вăл хуçалăхсенчен чи малтан иртнĕ. 2015 çула кунта тăрăшакансем мĕнпур отрасле лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Кашни ĕнерен сĕт суса илессипе районта кăтарту лайăххисенчен пĕри: 5530 кг. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 78,4 центнер аш-какай туса илнĕ.
Хуçалăха вунтăваттăмĕш çул Валерий Филиппович Шумилов ертсе пырать. Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Çак тапхăрта çавалкассем «вăтам» хуçалăхсен йышĕнчен лидерсем таран çĕкленнĕ. Кăтартăвĕсене, ял хуçалăхне çĕклессишĕн вăйне чунтан хывнине кура ял çыннисем ăна тепĕр пилĕк çуллăха пуçлăха пĕр саслăн суйланă.