Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалхи тĕллевсем те пысăк

13 февраля 2016 г.

Иртнĕ çул Уйкас Кипек ял тăрăхĕнче пурăнакансем пĕрлехи вăйпа тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, çавăнпа та Александр Петров пуçлăха пĕтĕмлетÿллĕ отчетпа тухса калама та кăмăллă пулнă.

Ултă яла пĕрлештерекен тăрăхра 1221 çын пурăнать. Вăл шутра нумай ачаллă çемьесем вуниккĕ. Пенсионерсем 273-ĕн, ачасем 200. Пĕлтĕр пĕтĕмпе те тăватă ача çеç çуралнă, вунтăххăрăн пурнăçран уйрăлнă. Пушă çуртсем 270.

2015 çулта пурнăçланă чи пысăк ĕçсем – Енĕш ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлни тата ку ял хушшипе вак чултан çул хăпартни. Кусем – республика программипе çĕкленнĕ объектсем. Анчах та çак тăрăхри халăх хăй пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртессипе хăй те аван тăрăшать. Патриотлăха, аслă ăрусен ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ. Çавна май пĕлтĕр кивçурт-енĕшсем ентешĕ Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа çĕнĕ гранит палăк уçнă.

Уйкас Кипекре пурăнакансем ял старости Василий Осипов пуçарнипе масар çинче йĕрке кĕртнĕ, карта тытса çавăрнă. Масар çурчĕ туса лартнă. Нимене Владимир Смирнов, Алексей Шоркин, Сергей Никифоров, Владимир Петров, Геннадий Андреев, ыттисем хастар хутшăннă.

Пĕлтĕр пĕрлехи вăйпа çавăн пекех Енĕшре чиркÿ çĕклесе пĕтерме пултарнă. Кăçал ун тавра карта тытса çавăрмалли çеç юлнă.

Пурнăçланă ытти ĕçсемпе, вĕсене хывнă укçа-тенкĕ кăтартăвĕсемпе паллаштарнипе пĕрлех Уйкас Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Петров кăçала палăртнă ĕçсем, ыйтусем çинче те чарăнса тăнă. Чи çивĕччи – усă курман çĕр пайĕсене йĕркене кĕртесси. 2012 çулта пайçăсен пухăвĕнче ку тăрăхра хуçасăр 437 çĕр пайне палăртнă. Хуçисем вилнипе е хăйсем çине çырман пайсем тĕлĕшпе 28 еткерлĕх çырнă. Юлашки икĕ çулта ял поселенийĕ хăйĕн çине 230 пая куçарнă. Тепĕр 179-шне июльччен йĕркелесе çитермелле.

Çавăн пекех поселени территорийĕнче регистрацилемен 70 çурт шутланать. «Ку тĕлĕшпе те ĕçлемелле», – палăртнă Александр Васильевич.

Кăçал Кйкас Кипек ял тăрăхĕнче çулсене юсассипе те сахал мар ĕç пурнăçланă. Çĕн Сăрьелĕнче 650 метр, Услантăр Енĕшре 350 метр çул çĕнелмелле. Унсăр пуçне Кивçурт Енĕшре 1000 метрлăх, Уйкас Кипекре 1200 метрлăх çул хăпартассипе проект ĕçĕсем пурнăçламалла.

– Хамăр пурăнакан вырăн инфраструктурине аталантарассипе пурин те пĕр шухăшлăн, пĕрле ĕçлесчĕ. Тĕрлĕ инкекрен асăрханасчĕ, – тенĕ Александр Петров.

Ял çыннисен те ыйтусем çук мар. Акă виçĕ Енĕшре нихăшĕнче те лавкка çук. Тавар туянма çынсен Канаша, Вăрнара е Красноармейскине тухса çÿреме тивет. Çамрăксемшĕн ку нимĕн те мар пек, анчах та ватăсемшĕн ытла та чăрмав. Калинино райпо канашĕн председателĕ Венера Николаева, пухăва хутшăннă май, йывăрлăхран тухма майсем шырама шантарнă, сутуçă çукки те ыйтăва татассине чăрмав кÿнине палăртнă.

Отчетлă пухăва çавăн пекех район администрацийĕн ĕçĕсене ертсе пыракан Светлана Войтенко, строительство пайĕн пуçлăхĕ Юрий Романов, асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти пайĕн пуçлăхĕ Александ Шурдеев, Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Редькова та хутшăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика