Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бизнес ыйтăвĕсемпе

13 февраля 2016 г.

РФ Патшалăх Думин Экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен комитечĕ Чăваш Республикинче хăйĕн тулашри ларăвне ирттернĕ. Мероприяти вăхăтĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшу памалли майсене сÿтсе явнă, регионти предпринимательсемпе тĕл пулнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, инвестици хывма меллĕ, çĕнĕлĕхсене тĕпе хурса аталанакан регионсем йĕркелессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явма пирĕн республикăна ахальтен суйласа илмен. Вăл çĕр пурлăхĕпе пуян мар, çавах та инвестицие çынна хывнипе, урăхла каласан, унăн ăсĕпе, ĕçлĕхĕпе ăнăçлă аталанать. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр Чăваш ене инноваци ÿсĕмĕпе федераци субъекчĕсен хушшинче 5-мĕш вырăна кĕртнĕ. 2013 – 2015 çулсенче пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшма республикăра 1,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Иртнĕ çул Шупашкарта индустри паркĕн инженери инфратытăмĕн объекчĕсене туса пĕтернĕ. Унти площадкăсенче çитес икĕ çулта 10 производство ĕçлесе каймалла. Парк строительствине хывнă инвестици калăпăшĕ 1 млрд тенкĕрен иртет.

Ларура çавăн пекех Патшалăх Думин Экономика, политика енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, РФ экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ – статс секретарĕ Олег Фомичев, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕçлекен федераци корпорацийĕн ертÿçи Александр Браверман, ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Александр Аврелькин, ытти яваплă çынсем тухса калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика