13 февраля 2016 г.
Çывăх вăхăтра Чăваш енре финанс пирамиди йĕркеленĕ тепĕр çынна суд тенкелĕ çине лартĕç. Ăна 65 миллион тенкĕ вăрланăшăн айăплаççĕ.
2010 – 2014 çулсенче Вăрнар поселокĕнче «Агросервис» тата «Сельский двор» кредит потребитель кооперативĕсем йĕркеленнĕ. Усламçă укçа хывакансене пысăк процент пама шантарни çынсен кăмăлне çавăрнă. Тупăш ытларах илме ĕмĕтленсе вăрнарсем кооперативсене 65 млн тенкĕ упрама хывнă. Вĕсен шанăçне кĕме, халăх укçине ытларах явăçтарма хăйĕн клиенчĕсене кăштах процент та паркаланă. Анчах кĕçех кредит кооперативĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлне чарса лартнă. 335 вкладчикăн укçи те йĕп пек çухалнă.
Тĕпчев ултавçăн тепĕр хура ĕçне те çиеле кăларнă. Вăл икĕ кредит кооперативĕнчен кивçен илнĕ 3 млн та 300 пин тенке те тавăрса паман.