13 февраля 2016 г.
Иртнĕ çулхи раштав вĕçĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин уйрăм категорири граждансене нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав тума пухакан тÿлевсенчен йăлтах е кăштах хăтарассине татса пама регионсене хăйсене шанни çинчен саккуна алă пуснă.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан 70 çултан аслăрах, пĕччен пурăнакан, ĕçлемен ватă çынсене пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама пухакан взнос виçине 50 процент пĕчĕклетсе тÿлеттересси çинчен саккуна йышăнма регионсене ирĕк панă. 80 çул тултарнă е унран аслăрах, пĕччен пурăнакан, ĕçлемен пенсионерсене капремонтшăн тÿлемелли укçана регион бюджечĕн шучĕпе 100 проценчĕпех саплаштарма пултараççĕ. Федераци саккунĕ çавăн пекех I-мĕшпе II-мĕш ушкăнри инвалидсене, инвалид-ачасене капиталлă юсавшăн тÿленĕ взнос расхучĕсемшĕн компенсаци пама сĕнет.
Ку тÿрлетÿсем 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Саккунри улшăнусем мĕнле пурнăçа кĕресси çинчен «Республикăри нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсав фончĕ» НО генеральнăй директорĕ Олимпиада ЕПИФАНОВА каласа парать%
– Капиталлă юсав фондне Чăваш енре пурăнакан çынсенчен сахал мар ыйту килет, вĕсенчен чылайăшне кăçалхи кăрлачра тÿлеве хывмалли е хывмалла марри интереслентерет. Эпир кун пирки çапла ăнлантаратпăр% çĕршыв шайĕнче йышăннă саккун республикăри çăмăллăхсем илме тивĕçлĕ категорисене кĕрекен çынсене льготăсем туса парас правăна республика çине шанса пачĕ. Çапла 70 çултан аслăрах граждансем, I-мĕш тата II-мĕш ушкăн инваличĕсем, çавăн пекех инвалид-ачана пăхакан çемьесем капиталлă юсав тÿлевĕ тĕлĕшпе çăмăллăхсем илме пултараççĕ. Анчах малтан кун пирки республика шайĕнче йышăннă саккун кирлĕ тата субсидисем уйăрма тивнĕрен республика бюджетне те улшăнусем кĕртмелле. Çавăнпа хальлĕхе, республика саккунне йышăниччен, капиталлă юсавшăн тÿлевсене унчченхи йĕркепех тата туллин тÿлесе пыратпăр. Саккун тухнă хыççăн тÿлев квитанцийĕсем тăрăх çăмăллăх илме право пур граждансене социаллă хÿтлĕх органĕсем урлă ытлашши тÿленĕ укçана саплаштараççĕ.
Социаллă пулăшу мерисемпе усă курма право пур льготниксем те хальлĕхе капиталлă юсавшăн тулли суммăна тÿлеççĕ, кайран, регионти саккун вăя кĕнĕ хыççăн, çав расхутсене йĕрке ыйтнă пек шайра компенсацилеççĕ.
Аса илтерсе хăварар, ку саккуна тÿрлетÿсем кĕртессине РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Патшалăх Думинчи «Единая Россия» парти фракцийĕн депутачĕсемпе тата инвалидсен обществăлла организацийĕсен членĕсемпе ирттернĕ тĕлпулура йышăннă.