13 февраля 2016 г.
Кивьял Хапăс ялĕнчи Мария Дмитриевна Дмитриева пÿртре пĕчченехчĕ. Вак-тĕвек ĕçсене тунăскер, пукан çинче ларатчĕ.
– Чул йăтса çÿренĕ хыççăнхи пекех ывăнтăм. Çавăнпа канса илме шутларăм, – пуплерĕ ватă çын.
Ман çине тинкеререх пăхса илчĕ те çапла каларĕ%
– Сакăр вун виççĕре халĕ эпĕ. Вăй-халĕ çукпа пĕрех, пĕр-пĕр вак ĕçе пуçăнсан хăвăртах халран каятăп. Çамрăк чухне вара аптраман, пĕр михĕ тырра та лав çине çăмăллăн йăтса хунă. Шел пулин те, хĕр вăхăчĕ шыв юххи пек иртсе кайрĕ. Пытармасăр каласан, пурнăçра темĕн те курма тиврĕ.
– Вăхăт иртнишĕн ытлашши ан кулянăр, Мария Дмитриевна. Куççуль кăларсан та çĕнĕрен нимĕн те тăваймăн, – лăплантарма тăрăшрăм ăна.
– Куçран куççуль тумламĕсем нÿрленсе тухаймĕç, мĕншĕн тесен тахçанах типнĕ вĕсем, – терĕ М.Дмитриева.
Унăн ачаран ĕç çумне çыпăçма тивнĕ. Шкулта виçĕ класран ытла вĕренеймен – чире пула тантăшĕсемпе тан пĕлÿ илеймен. Çулталăк майлă килтен тухайман, больницăна кайса çÿреме пуçласан кăна сывлăхĕ самайланнă. Шкула утас вырăнне вара ял çыннисемпе пĕрле колхоз уй-хирне тухса çÿреме пуçлать: тырă вырать, çĕр улми кăларать – ачаллах пилĕкне хуçать. Паллах, вĕренес те килнĕ, анчах шухăш-ĕмĕтне пурнăçлама майĕ тупăнмасть. Çавăнпах колхоз уй-хирĕнче ĕçлесе тар кăларасси пысăк тивĕç пулса тăрать. Унччен мĕн тума пĕлменнине те майĕпен хăнăхса пынă. Паян Мария Дмитриева вăл вăхăтра аслисен вĕрентĕвне-сĕнĕвне ăша хывнишĕн савăнать: этем ăраскалĕ хăйĕнчен çеç килнине çулсем кайсан çеç ăнланса илнĕ, анчах иртнĕ вăхăта ниепле те каялла тавăраймăн.
Сăмах çине сăмах. Калаçу малалла шунă май тупăнсах пычĕç вĕсем. Ăçта кăна çитсе тухмарăмăр-ши? Йывăрлăхсене куç умне кăларас килмерĕ унăн. Çавах та хăйĕн пурнăçĕнчи хăшпĕр самантсене уçса пама хирĕçлемерĕ.
– Вăйпитти арçынсем фронтра, ялта юлнисем ватăсемпе вĕтĕсем тата хĕрарăмсем. Пурте тăрăшнă, ĕçсĕр ларакан пулман. Манăн аттене вăрçăран кĕтсе илме май килмерĕ, вăл 1944 çулхине пĕр çапăçура паттăрăн вилни çинчен пĕлтĕмĕр. Анне те, эпĕ те питĕ хытă хурлантăмăр, – васкамасăр калаçрĕ ватă.
М.Дмитриева колхозра ĕçленĕ, бригадир мĕн хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Акă хĕрÿ тапхăрта тырă лаптăкне виçсе панă та – çурлапа вырма тивнĕ. Ир пуçласа каçчен пуç çĕклеме вăхăт çук. Анчах пырса кăштах канса ил-ха тесе калакана кĕтсе илеймĕн, мĕншĕн тесен пурте ĕçре пиçĕхеççĕ. Çав вăхăтра тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăх çеç йывăрлăха çĕнтерме пулăшнă. Çакна лайăх ăнланнă Мария Дмитриевна, çавăнпа нăйкăшса ларман, мĕн хушнине чун-чĕререн пурнăçланă. Хĕл кунĕсенче вăрмана çунашкапа кайса çÿренине те манма пултараймасть. Тĕрлĕ хăрăк-турата касса вакланă та, киле çити туртса килнĕ. Хĕр шутне кĕрсен тантăшĕсемпе пĕрле каçсерен вăййа тухнă. Ывăннине пăхмасăрах юрăсем юрланă, ташăсем ташланă. Пĕр сăмахран, кичемлĕх мĕнне пĕлмен. Каччăсем ун тавра явăнкаланă пулин те пĕрне те çывăха яман. Çулсем майĕпен малалла шунă, Мария Дмитриевна çав-çавах качча кайма шутламан.
– Пĕр-пĕр арçынпа çемье çавăрса пурнăç çулĕпе пĕрле утасси пулмарĕ. Тиркерĕм пулинех. Ман тĕле эрех ĕçме юратакансем е ĕçлеме ÿркенекенскерсем лекетчĕç. Ун пеккисене килĕштермен эпĕ, çавăнпах вĕсене хамран тĕрлĕ майпа сивĕтнĕ, – иртнине пытармарĕ М.Дмитриева.
Вăл колхозра кăна мар, Вăрнарти кирпĕч заводĕнче вунă çул ĕçлет. Çĕвĕ цехĕнче çирĕм çула яхăн тимлет. 1971 çулта çĕнĕрен пÿрт лартнă. Халĕ пĕчченех пурăнать, вăй-хал çитнĕ таран кил таврашĕнчи ĕçсене пурнăçлать. Сакăрвунă çула çитичченех ĕне усранă, халĕ качака кăна тытать. Апат хăй тĕллĕнех хатĕрлет. Пÿрте газ кĕртнĕрен кăмакана вутăпа хутмасть.
Мария Дмитриевна темле йывăрлăха та çĕнтерме хăнăхнă, хуйха-суйха нихăçан та эрехпе путарман. Халĕ те хаяр шĕвеке ăша ярассине хирĕçлет. Инçе çула тухса çÿреймест вăл, пĕччен пурнăçпа тахçанах çырлахнă. Кивьял Хапăсра çуралса ÿснĕскер ку ялтан уйрăлман, кунтах тымар янă.
Ватăна çăмăл мар, анчах шăпа çырнинчен иртеймĕн, мĕн пÿрнипе çырлахма тивет.
Юрий КОРНИЛОВ.