13 февраля 2016 г.
Кăçал çĕршывра пысăк мероприяти пулать – Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ. Вăл июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса августăн 15-мĕшĕччен пырать.
Ытти çĕршывсенче ял хуçалăх çыравĕсене епле ирттереççĕ-ха? Сăмахăм çакăн пирки.
ВЕЛИКОБРИТАНИ. Кунта ял хуçалăх çыравне 1866 çултанпа ирттереççĕ. Анчах та выльăх-чĕрлĕх тата ÿсентăран тăрăмĕпе çыхăннă статистика информацине пухасси маларахрах йăл илнĕ. Хальхи вăхăтра çырав кунта çулсеренех июньте иртет. Почтăпа ярса паракан анкетăра – ял хуçалăх производствипе çыхăннă 150 ыйту.
1996 çултанпа ку çĕршыв статистикĕсем отрасле туллинрех хаклас тĕллевпе ятарлă схема хатĕрленĕ, ун результачĕсем фермерсен 60 яхăн проценчĕн лару-тăрăвне хаклама май параççĕ. Çакăн валли мĕнпур çĕр ĕçченĕ отчетсем тăратнă. 40 пин хуçалăх представителĕсем анкетăн тулли, 10 пин хуçалăх представителĕсем кĕске варианчĕсене хуравланă. Анчах та ку мел отрасль тăрăмне туллин кăтартса пама пултарать. Çавăнпа та пысăк хуçалăхсене кашни çул «çырса» тухаççĕ, чи пĕчĕк фермăсене – 10 çулта пĕрре, пĕрлехи çырав вăхăтĕнче кăна. Юлашки 2010 çулта иртнĕ. 1979 çултанпа кунта ял хуçалăх статистики валли информаци тăратманнисене явап хураççĕ.
ФРАНЦИ. Çырава кунта аграри секторĕнчи улшăнусене тĕп-тĕрĕс пĕлес тĕллевпе ирттереççĕ. 1951 çулхи саккун тăрăх ыйтăм хутне мĕнпур çĕр ĕçченĕн хуравламалла. Ыйтусен тĕрлĕ енлĕхĕ танлаштаруллă тишкерÿ тума, вырăнти уйрăмлăхсене шута хума май парать. 12 страница çине вырнаçакан анкетăна мĕнпур департамент валли пĕрешкел тĕп пайсăр пуçне вăл е ку регион спецификипе çыхăннă тата 60-а яхăн ыйту кĕртнĕ.
ГРЕЦИ. Юлашки ял хуçалăх тата выльăх-чĕрлĕх çыравĕ 1999 çулта иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – аграри продукцийĕсене кăларакан хуçалăхсен реестрне çĕнетесси. Çырав пĕрлехи анкетăпа иртнĕ. Унта хутшăнакансем валли «чикĕллĕ пĕлтерĕш» палăртнă. Çĕр ĕçченĕн усă куракан çĕр лаптăкĕ 0,1 га е теплица валли уйăрнă çĕр лаптăкĕ 0,05 га, е 1 ĕне, е мăйракаллă икĕ шултра выльăх, е кирек хăш ÿсĕмри 5 вăтам чĕрчун, е 50 пуç кайăк-кĕшĕк, е 20 вĕлле пулмалла.
ЯПОНИ. Ку çĕршывра ял хуçалăх переписĕ икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшĕнче уйрăм тата юридици сăпатĕнчи çынсем – ял хуçалăх сферине ертсе пыракансем – хутшăнаççĕ. Унта усă куракан çĕрсен палăртнă лаптăкне тата ĕçлекен çынсен шутне тивĕçтерекен хуçалăхсем кăна хутшăнаççĕ. Ыйтăм хучĕсене переписчиксем çитереççĕ. Анкетăра – компани тытăмĕпе, ун юридици формипе тата ĕç-хĕл тĕсĕпе, техникăпа, ĕçлекен халăхпа, субсидисем илнипе, продукци калăпăшĕпе, çĕрсен лаптăкĕсемпе тата ытти çыхăннă ыйтусем.
Тĕпчевĕн иккĕмĕш пайĕ – ял хуçалăх регионĕсене «çырса» тухни. Статистиксем тата информаци центрĕсен ĕçченĕсем ял çыннисемпе хăйсем тĕл пулаççĕ. Вĕсем çутçанталăка упрассипе çыхăннă ыйтусене те тĕпчеççĕ.
Япони халăхĕ мĕнпур патшалăх программине хастар хутшăнать. Çавăнпа та çырава вĕсем аван йышăнаççĕ, результачĕсемпе хытă кăсăкланаççĕ. Çавăнпа та кунта тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвне халăха пĕлтерессин тĕрĕс дати малтанах паллă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.