13 февраля 2016 г.
Калининăри вăтам шкулта ачасем Ĕç çыннин çулталăкĕнчен пысăк усă илччĕр тесе пысăк ĕç пуçланă.
Çак кунсенче кунта ятарлă проектпа «Ĕçе – мухтав юрри» картинăсем килсе çитнĕ. Шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова галерея иккĕмĕш хутра мăнаçлăн вырнаçассине палăртрĕ.
Юнкун вара мĕнпур ăрушăн пĕлтерĕшлĕ çулталăка халалласа кунта 5-, 7-, 8-мĕш классенче вĕренекенсемпе «Пурнăç карасĕ» вĕрентÿллĕ урок иртнĕ. Пуçаруçи – Валерий Александров, шкулта шашка-шахмат кружокне ертсе пыраканскер.
Мĕншĕн çакăн пек ятлă-ха урок? Преподаватель ачасене вĕлле хурчĕсен ĕçченлĕхĕ урлă пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма вĕрентес тенĕ. Темиçе сорт пыл та илсе килнĕ вăл кучченеç валли.
– Пирĕн тĕллев, паллах, ачасене пыл çитересси кăна пулмарĕ. Карас – пĕчĕк ячейка, ăна пыл хурчĕсем ĕçченлĕхĕпе тултараççĕ. Ачасем те – карассем пекех, ăна мĕнпе, мĕнле тултарасси пĕтĕмпех хăйĕнчен килет% кам ĕçченлĕхпе, кам ырă ĕçпе... Ачасене çакна ăнлантарас терĕмĕр – терĕ Татьяна Павловна.
Çакнашкал мероприятисем ачасене ĕçе хисеплеме вĕрентни куçкĕрет. Кун çинчен вĕсем тепĕр кун вĕрентекенсене савăнса пĕлтернĕ.
С.СВЕТЛОВА.