13 февраля 2016 г.
Автомашинăпа çула тухакансене çакна асăрхаттарас килет: 2016 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа, федераци саккунне улшăну кĕртнĕрен, штраф е алимент тÿлемен парăмçăсене водитель прависĕр хăвараççĕ. Парăм 10 пин тенкĕрен ытла пулмалла. Енчен те штраф тÿлесен правана тавăрса параççĕ. Çĕнĕ саккун инвалидсене тата пĕрремĕш, иккĕмĕш ушкăнсенчи инвалидсене пăхакансене пырса тивмест.
Ку таранччен парăмçăсене 46 уведомлени панă, 220 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Транспорт хатĕрне тытса пырсан, вăхăтлăх чакарăва пăснăшăн водитель правинчен çулталăклăха хăтарма, е 50 сехет таран ĕçлеттерме пултараççĕ.
Парăмсем пуррипе çуккине Управленин официаллă сайтне http://r21.fssprus.ru/iss/ip/ кĕрсе пăхсан пĕлме пулать. Сайтран тÿлев квитанцине те кăларса илме май пур.
С.ЕГОРОВ,
районти суд приставĕсен пайĕн пуçлăхĕ.