13 февраля 2016 г.
Вăрнар район прокуратури Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сысна комплексĕн агрономĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç тăрăх айăплав пĕтĕмлетĕвĕ тунă. Следстви органĕ ăна хăй çине хунă ĕç сыхлавĕн яваплăхне тивĕçтерменшĕн айăплать.
Следстви версийĕпе, 2015 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче вăл М. тĕрлĕ ĕç рабочийĕ ÿсĕр пулнине пăхмасăр ăна тырă типĕтекен тата сортлакан комплексра ĕçе кÿлĕнме ирĕк панă. Лешĕн тырă нÿрĕклĕхне палăртас енĕпе ĕçленĕ вăхăтра кăкăр тĕлĕнчи кĕсйинчен телефонĕ тухса ÿкнĕ, арçын ăна илес тесе питĕренекен устройствăсем пулманнине кура тырă йышăнакан бункера çăмăллăнах кĕнĕ. Хурлăха, ун çине тырă йăтăнса аннă, вăл сывлăшсăр пÿлĕнсе вилнĕ.
В.Д. агроном ĕç сыхлавĕн тата хăрушсăрлăх техникин правилисене пăсни асăрханмасăр çын вилĕмĕ патне илсе çитернĕ. Вăл хăй айăпне туллин йышăннă, уголовлă ĕçе судра уйрăм йĕркепе пăхса тухма заявлени тăратнă. Ĕçе судра пăхса тухĕç.
Ильфак МИФТАХУТДИНОВ,
район прокурорĕ, юстици аслă советникĕ.