13 февраля 2016 г.
РФ Следстви комитечĕн Чăваш енри следстви управленийĕ «шанăç телефонĕн» тата «Ача хăрушлăхра» тÿрĕ линин номерĕсем улшăннине пĕлтерет.
Малашне следстви управленине шанăçпа (8352)624-658, тÿрĕ линипе (8352)624-657 номерсемпе шăнкăравламалла. «Ача хăрушлăхра» тÿрĕ телефон линийĕпе кĕсье телефонĕпе 123 номерпе çыхăнма пулать.
«Шанăç телефонĕ» çине кирек кам та преступлени туни е тума хатĕрленни, çавăн пекех следовательсен правăна хирĕçле ĕçĕ е нимĕн те туманни çинчен пĕлтерме пултарать. Информацие саккунпа килĕшÿллĕн пăхса тухаççĕ.
«Ача хăрушлăхра» тÿрĕ лини çине çула çитмен ачасен прависемпе саккунлă интересĕсене пăсни çинчен пĕлтермелле.
Икĕ телефон та талăкĕпех ĕçлеççĕ.