06 февраля 2016 г.
Районта пурăнакан 371 çын «Çĕнтерÿ çулне» редакцире илсе тăрать. Хаçат тусĕсенчен чылайăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Сумлă ватăсенчен пĕри – Шăхальте çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Вăрнар поселокĕнче пурăнакан Вячеслав Васильевич Васильев.
Пĕррехинче хаçатăн аслă тусĕ редакцие «Çĕнтерÿ çулне» илме килсен хăйне канăç паман тĕп ыйтăва хускатрĕ.
– Паян мана хирĕç икĕ çамрăк ача тĕл пулчĕ. Тĕлĕнмелле, хăйсем çула та çитмен-ха, анчах та пирус мăкăрлантара пыраççĕ. Чĕлхи-çăварĕнчен тата мĕнле кăна усал сăмах тухмасть пулĕ?! Ватăсенчен те вăтанмаççĕ. Уроксем хыççăнах урама йытă хăвалама тухаççĕ е улах вырăн тупса эрех-сăра лĕрккеççĕ. Ачасене пĕчĕкренех ĕçлеме хăнăхтармасан, тĕрĕс воспитани памасан вĕсенчен Тăван çĕршыва юрăхлă гражданин пулса çитĕнĕ-ши?– кăмăлсăрланчĕ ĕç ветеранĕ.
Вячеслав Васильевич хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхне аса илчĕ. 7–8 çулта чухнех тăван «Партизан» колхозра хура тар кăларма пуçланă. Апла пулин те çав вăхăтсене вăл ырăпа анчах аса илет. Тус-тантăшсемпе пĕрле ĕçленине мĕн çиттĕр? Ушкăнпа хаваслансах утă пухнă, турттарнă, пахчаçимĕç, махорка шăварнă, çум çумланă. Йытă хăвалама, сиенлĕ йăласене хăнăхма вăхăт пулман.
– Çуркуннешĕн тунсăхлаттăм. Тăвайкки хăйĕн шурă тăлăпне хывсан пире, ачасене, путек-сурăх пăхма яратчĕç. Тин çеç тухнă симĕс курăк çинче чăлт-чалт сиккелеттĕмĕр, вăйăсем выляттăмăр. Çавала сĕрекепе пулă тытма çÿреттĕмĕр. Витресем ырашпăтрипе хăвăртах тулатчĕç. Пулла кăмакара пĕçерсе кăларсан епле тутлăччĕ, чĕлхе çăтса яма пулатчĕ, – хавасланса аса илчĕ Вячеслав Васильев.
Ĕç ветеранĕ пĕчĕкренех укçа-тенке хаклама вĕреннĕ. Шăхаль ялĕ тавралла ана суханĕ талккишпех ÿснĕ. Пĕчĕк Славик ăнкаруллă пулнă. Ытти шăпăрланпа пĕрле пасара ана суханĕ сутма çÿренĕ. Канхвет-пĕремĕк çимелĕх укçа ĕçлесе илнĕ.
Ĕçре те, вĕренÿре те маттур пулнă. Чăваш тата вырăс чĕлхипе литератури, математика предмечĕсене уйрăмах юратса вĕреннĕ. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Калининăри пĕлÿ çуртне çул такăрлатнă. Хĕллехи вăхăтра кутсăр-пуçсăр çил-тăман та хăратайман, шкула йĕлтĕр сырса кайнă. «Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхни, ачаш çитĕнменни кăмăла хурçă пек çирĕплетет, пурнăçа хаклама вĕрентет»,– терĕ хаçат тусĕ.
Шăхаль каччи салтакра та ята яман. Пархатарлă тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Салтак аттине хывсан тăван ялĕнче клуб заведующийĕнче тимленĕ. Анчах та качча урăх професси илĕртме пуçлать. Вăл Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри бухгалтерсене хатĕрлекен шкула вĕренме кĕрет. «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен» тенине асра тытса Мускав облаçĕнчи Щелково хулинчи вăрман техникумĕнче ăс-тăна тарăнлатма пуçлать. Ида Немчонок преподаватель ăна бухгалтери енĕпе çирĕп пĕлÿ кăтартнăшăн пĕтĕм студент умĕнче ырланă. Чăваш çамрăкне ушкăн старости пулма шаннă. Экзаменсене, зачетсене вăл яланах ăнăçлă тытнă, студентсене вĕренÿре пулăшнă.
Вячеслав Васильев Вăрнарти тавара курттăм сутакан базăра склад заведующийĕнче, Вăрнарти вăрман пунктĕнче тата хуçалăхĕнче бухгалтерта тăрăшнă. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна Раççей вăрман хуçалăхĕн министерстви «Раççейри вăрман пуянлăхне упранăшăн тата ÿстернĕшĕн» медальпе чысланă. Тивĕçлĕ канăва кайсан вара тĕрлĕ организацире хуралçăра тимленĕ. «Эпĕ лайăх саманара ĕçлесе пурăннă. Телейлĕ вăхăт пулнă тесен те йăнăш пулмĕ. ,ç паракан организацисем кил-çурт çавăрма пулăшнă. Вăрман пунктĕнче тата хуçалăхĕнче тăрăшнă чухне мана хваттерпе, уйрăм çуртпа тивĕçтерчĕç»,– палăртрĕ хаçат тусĕ.
Вячеслав Васильевичран çемйи пирки ыйтсан унăн сăн-питĕнчен кулă-савăнăç самантрах çухалчĕ, куççуль пăчăртанса тухрĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Виктор ÿпке шыççипе чирлесе 29 çултах вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Мăшăрĕн те пурнăçĕ кĕске пулнă, пилĕк çул каялла сарăмсăр вилнĕ. Мăшăрĕпе 45 çул шăкăл-шăкăл пурăннă. Иккĕшĕ те Шăхальте çуралнă, ачаранах пĕрле выляса çитĕннĕ. Çемье çавăрса виçĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Калама çук пысăк хуйхă хупăрласа илсен ĕç ветеранĕн алли черкке еннелле те туртăннă. Анчах та йывăр вăхăтра пуçĕнче шухăш вĕлтлетсе илнĕ: ĕçке ерсе кама ыр тăватăн? Ывăлсене, кинсене, мăнуксене мĕнле тĕслĕх кăтартатăн? Вячеслав Васильевич хăйне алла илнех. Симĕс çĕлен тыткăнне лекмен. Ал-ура пур çинче пуç усса ларни килĕшменнине витĕр ăнланнă. Ара вăл ачаранах çирĕп кăмăллă пулнă мар-и? Пуçĕпех ĕçе путать. Çулленех икшер вăкăр, картиш тулли чăх-чĕп усрать, тĕрлĕ пахчаçимĕç туса илет. Вăрман çывăхĕнче пурăнаканскер уттине те ытлăн-çитлĕн хатĕрлет. «Йывăр хуйха ĕç çĕклет», – терĕ Вячеслав Васильев. Паллах, ывăлĕсен çемйисем те ăна пулăшаççĕ, ун патне тăтăшах килеççĕ. ,ç ветеранĕн пилĕк мăнук.
«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн 72 çулти тусĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнать, пĕр ĕмĕр чиккине çитме ĕмĕтленет. Унăн амăшĕ Анна Петровна Петрова 103 çул пурăннă. Ывăлне хăйĕн пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пехилленĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.