06 февраля 2016 г.
Пурнăç кĕрĕк мар-çке, çынăнне тăхăнса хаклаймăн. Мăньял Хапăс ялĕнчи Тимофей Никифорович Иванов хăйне çав тери телейсĕр тесе шутламасть: тем те тÿснĕ пулин те ыррине те курман мар.
Халĕ Т.Иванов 85-ре. Ватлăх кунĕсене юратнă çыннисĕр ирттерет те, асаилÿ çумне асаилÿ хушăнать. Тепĕр чухне çамрăклăх патне таврăнса мĕн çинчен кăна аса илмест пулĕ? Никам чăрмав кÿмен вăхăтра иртни лайăх уçăмланать. Пурнăç таппи ытла та васкавлă иккен, çул хыççăн çул сисĕнмесĕр тенĕ пек иртет. Тимофей Никифорович сакăрвуннă урлă каçасса шутламан та. Шав малалла пĕр чарăнми ыткăнакан кунсем хăйĕннех тăваççĕ, çамрăк чухнехи вăй-хала ниепле те каялла тавăрмаççĕ. Куншăн тĕлĕнмест арçын, çут çанталăкăн илемне нумай çул курса-туйса тăраканскер йывăç та ватăлнине, курăк та пĕтнине лайăх ăнланать.
– Мăшăрпа пĕрле ĕмĕрĕпех пурнăç тăвассишĕн тăрăшрăмăр. Нушине сахал мар куртăмăр пулин те ачасене тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратма пултартăмăр, – терĕ Т.Иванов.
Çывăх çыннипе – Нинăпа – аллă çул пĕрле пурăннă. Паян та унпа кил таврашĕнчи ĕçсене тумалла та, анчах вăл юнашар çук, чире çĕнтерейменнипе тăхăр çул каялла çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайнă.
Тимофей Никифорович шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн тăван колхозра тĕрлĕ ĕçсенче пиçĕхме пуçланă. Лаша та пăхнă. Вĕсенчен темиçе çул уйрăлман: уйра та çÿренĕ, витере те апат татăк тăратман. Хĕрÿ тапхăрта янавар кÿлсе уй-хире тухнă. Пурăна-киле салтака кайма та ят тухнă. Службăна Турккă чиккинче ирттернĕ. Тăватă çул майлă çарта пулнă. Тăван яла сержант званипе таврăннă. Канса пурăнма май килмен, ертÿçĕ ăна тепĕр ик-виç кунтанах хăй патне чĕнсе илнĕ. «Эсĕ салтака кайиччен вăй-хала шеллемесĕр ĕçленине лайăх ас тăватпăр. Çавăнпах колхозра хăвăн тÿпене малалла та хывасса шанатăп», – тенĕ вăл. Вăйпиттискер йăлăнтарса тăман, бригадир ĕçне кÿлĕннĕ. Председатель мĕн каланине ялан тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă, ĕçе нихăçан та ырана хăварман.
– «Гигант» хуçалăх кĕрлесе кăна тăратчĕ. Халăх йышĕ те пурччĕ. Утă çулса типĕтнĕ тапхăрта бригадăна 100 – 150 çын тухатчĕ. Пĕрисем улăх-çаранри курăка çавапа çулатчĕç, теприсем çав вăхăтра тавăрса типĕтетчĕç. Пĕр сăмахпа, ĕççи вăхăтĕнче шăв-шав татăлмастчĕ, – иртнине аса илчĕ Тимофей Никифорович.
– Шкулта тĕрлĕ классенче вĕренекенсем каникул пуçланнă-пуçланман ман пата пĕр ыйтупа çитсе тăратчĕç: ĕç тупса пар. Ачасен кăмăлне нихăçан та хуçман, мĕн тумаллине çийĕнчех пĕлтереттĕм. Эх, савăнатчĕç уншăн вĕсем. Ара, вăл вăхăтра пĕрин те урамра тĕлли-паллисĕр чупса çÿрес килмен, пурте ĕçшĕн çуннă. Лаша кÿлме тесе черет тăратчĕç, – пĕлтерет ватă çын. Çу кунĕсенче ял халăхĕпе пĕрлех ачасем те тăрăшнă. Т.Иванов, бригадир пулнă май, ялан тул çутăлса киличчен ура çинче пулнă. Килти хуçалăхри хăшпĕр ĕçсене пурнăçланă хыççăн колхоз правленине васканă. Ертÿçĕ кун каçа мĕн тумаллине палăртнă хыççăн ял çыннисем патне çитме васканă. Кантăкран пырса шакканă: ĕçе пымалла. Кайрантарахпа, вырăнта радио ĕçне йĕркелесе ярсан, ун урлă пĕлтернĕ.
Пулас мăшăрĕпе Нинăпа хăй пурăнакан ялта паллашнă. Пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ. Т. Иванов тепĕр виçĕ кунран хĕрĕн килне пырса çитнĕ, унăн амăшĕпе курса калаçнă, Нинăна качча тухма ыйтнă. Ырă кăмăллă та ĕçчен йĕкĕте амăшĕ те, хĕрĕ те хирĕçлеме пултарайман. Хайхискерсем кĕçех çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр колхозра вăй хунă, малашлăха çутă шанчăкпа пăхнă. Çавăнпах пулĕ Ивановсем виçĕ ывăлпа тăватă хĕре кун çути парнеленĕ. – Вăй-хал пуртан хамăра хĕрхенме те пĕлмен, ĕçрен кунĕпе те татăлман, виç-тăватă сехет çывăрнипех çырлахнă, – иртни патне таврăнчĕ ватă.
Юрий КОРНИЛОВ.