Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмлетÿсем ырă

06 февраля 2016 г.

Чун çимĕçĕпе тивĕçтереççĕ

Вăрнарти тĕп библиотекăна куллен тĕрлĕ ÿсĕмри çын пырать: пĕрне пĕр-пĕр илемлĕ литература кăсăклантарать пулсан, тепри çĕнĕ хаçат-журналпа паллашма кăмăл тăвать. Библиотекарьсемшĕн чи лайăххи вăл – вулакансен йышĕ чакманни. Пĕлтĕр 187071 кĕнеке панă. Чăн та, пытармалли çук, çу кунĕсенче чылайăшĕ библиотекăна пыма вăхăт тупаймасть: ара ĕç-хĕл туртса илет-çке çынна. Çавна шута илсе тĕрлĕ проект хатĕрлеме тăрăшаççĕ.

Халĕ самана таппипе пымасăр май çук, çĕнĕлĕхсем вара халăхăн культурăпа ăс-хакăл шайне ÿстерме самаях пулăшаççĕ.

Хăйсене интереслентерекен темăна тарăнрах тишкерекенсене кунта литература пуххипе тивĕçтереççĕ: вула, çĕннине пĕл... ,çре компьютер хатĕрĕсемпе усă курассине лайăх йĕркеленĕ. Çавăнпах кирлĕ информацие вăхăтра тата хăвăрт тупса пама пултараççĕ. Хăйсен ĕçне Вăрнар район администрацийĕн сайтĕнче вырнаçтарассине йăлана кĕртнĕ: иртнĕ çул тĕп библиотекăпа çыхăннă 88 информаци тупма май пулнă. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен сайчĕсене шута илсен цифра татах та пысăк.

Пытармалли çук, район çыннисене кĕнеке вулама явăçтарассипе библиотекарьсем сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Çак тĕллевпе тĕрлĕ акци, конкурс хатĕрленĕ. К.Иванов çулталăкне халалласа тематика каçĕсем хатĕрленĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине палăртса тĕп библиотекăра пĕлтĕрхи апрелĕн 15-мĕшĕччен «Вăрçă çинчен кĕнеке вулатпăр» акци йĕркеленĕ. Мероприятисене çынсем активлă хутшăннă. Енчен те шур халатлисем чиртен сиплеççĕ пулсан, библиотекарьсем вара çынсене чун çимĕçĕпе тивĕçтерес, кĕнеке пирки манма парас мар тесе тăрăшаççĕ.

– Библиотека фончĕ пуянланса пыни вулакана çĕнĕ илемлĕ литературăпа туслашма пулăшать, – терĕ Надежда Лукина директор.

Районĕпе пĕлтĕр 1277 экземпляр ÿснĕ. Библиотекăсенче тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

– Ялсенчи библиотекăсене çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтерсех тăратпăр. Чăваш кĕнеке издательстви çулсерен вун-вун кĕнеке кăларать: чăвашла та, вырăсла тухнисем те пур. Çавăнпа та пирĕн пата килсен ÿкĕнмелле пулмĕ тесе шутлатпăр, – калаçăва тăсрĕ Н.Лукина.

Иртнĕ çулта тĕп библиотекăра 8679 вулакана регистрациленĕ. Вĕсене тĕрлĕ темăпа çыхăннă литературăпа тивĕçтернĕ. Хĕлле те, çулла та алăксем кашниншĕн уçă. Кунта ĕçлекенсем çакна аван ăнланаççĕ: кĕнеке яланах хăйĕн вулаканне кĕтет. Ача-пăча библиотекинчен акă шкулта вĕренекенсем татăлмаççĕ. Вĕсен валли те тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика