06 февраля 2016 г.
Çак çулсенче коррупцилле ĕçсемпе кĕрешесси те следовательсен тимлĕхĕнчен тухман. Пĕлтĕр следстви органĕсене килнĕ кунашкал 387 пĕлтерÿрен 322-шĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, суда коррупцилле преступленисен 266 эпизочĕллĕ 91 ĕç ярса панă.
Танлаштарма: 2014-мĕшĕнче – 315 пулнă, 84 ĕçе судра пăхса тухнă. 2015 çулта тăкаксен сумми 28,7 млн ытла тенкĕпе танлашнă. Следовательсем ыйтнипе судсем уголовлă ĕçсен фигуранчĕсен 24,4 миллиона яхăн тенкĕлĕх пурлăхне арестленĕ.
Коррупцилле преступленисенчен ытларахăшĕ службăри ултавпа çыхăннă – 77 уголовлă ĕç. Взятка илнĕ – 47, должноçри полномочисемпе ÿстерсе усă курнă – 39, укçапа сутăнтарнă – 34, служба вырăнĕпе усă курса тунă мушенникла ĕçсем – 34, ку йĕркепех харпăр хăйне укçа илнĕ тата тăкакланă – 33, должноçри полномочисене ÿстернĕ – 27, взятка панă – 25 ĕç.
Коррупцилле ĕçсем тунăшăн 2015 çулта 15 депутат тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен должноçри çыннисем суд тенкелĕ çине ларнă. Пилĕк çулта кунашкаллисем 87-ĕн пулнă. Çавăн пекех пĕлтĕр Шалти ĕçсен министерствин органĕсенче ĕçлекен 5, суд приставĕсен службинче ĕçлекен 3, айăплав пурнăçлавĕн службинче ĕçлекен 3 çынна коррупцилле ĕçсемшĕн айăпланă.