06 февраля 2016 г.
Пилĕк çулхи тăкак – 2,65 млрд тенкĕ
Раççей Следстви комитетне йĕркеленĕренпе пилĕк çул çитрĕ. Çак тапхăрта уголовлă ĕçсене тĕпченĕ май Чăваш енри следстви управленийĕ 2,65 млрд тенкĕлĕх тăкак тупса палăртнă.
2015 çулта республикăри следстви органĕсем 1585 уголовлă ĕç пуçарнă, 1280 çын тĕлĕшпе 1147 ĕçе вĕçленĕ. Пĕтĕмпе 1777 преступлени эпизодне тишкернĕ, вĕсенчен 706-шĕ – йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем.
Пĕлтĕр следовательсем пулăшнипе 492 млн тенкĕ ытла тупнă тăкаксен 317,5 миллиона яхăн тенкине тавăрма май килнĕ. Виçĕмçулхинчен икĕ хут ытларах.
Вилĕмпе çыхăннă тĕслĕхсене следовательсем уйрăмах вăйлă тĕпчеççĕ. Пĕлтĕр çынна вĕлернĕ тата вĕлерме хăтланнă 101 факта шута илнĕ. Вĕсенчен 79-шне ÿсĕрле туни паллă. Унсăр пуçне, 2015 çулта çын сывлăхне юриех йывăр сиен кÿрсе вĕлернĕ 40 пулăма регистрациленĕ, 35-шĕнче айăпли урă пулман.
Пĕлтĕр следстви органĕн ĕçченĕсем çавăн пекех маларахри çулсенчи йывăр тата уйрăмах йывăр 31 преступление тума хутшăннă çынсене палăртнă. Витĕмлĕ пĕр тĕслĕхе уçса панă.
Следствичченхи тĕрĕслевсен материалĕсем тата уголовлă ĕçсем тăрăх 143 çынна «суя детекторĕ» витĕр кăларнă. Ку тĕпчевсем преступниксен йĕрĕ çине тухма та, çын айăплă маррине палăртма та май параççĕ. 2015 çулта 12 тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă, вăл шутра – çын вĕлернипе çыхăннă 7, ар сĕмĕллĕ преступленипе çыхăннă 3 факт тĕлĕшпе те.