06 февраля 2016 г.
Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерствинче банк карттисемпе çыхăннă преступленисем тата телефон мушенникĕсем тĕлĕшпе пресс-конференци ахальтен пуçтармарĕç. Юлашки вăхăтра мушенникла ĕçсен шучĕ ÿссех пырать. Кăçалхи январĕн 28-мĕшĕ тĕлне кăна 97 преступление регистрациленĕ. Çынсем çухатнă укçан пĕтĕмĕшле виçи 1,3 миллион тенкĕрен те иртнĕ.
ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн пай пуçлăхĕн заместителĕ Евгений Андреев çынсем шар курнин сăлтавĕ ытларах асăрханусăрлăхпа çыхăннине палăртрĕ. Мушенниксем хула çыннисенне çеç мар, ялтисенне те укçисене сăптăраççĕ. Пĕлтĕр вĕсем тĕлĕшпе 1160 уголовă ĕç пуçарнă. Сотовăй çыхăну тата Интернет сечĕ урлă банк карттинчен укçа вăрланин 674 тĕслĕхне шута илнĕ. Виçĕмçул ку кăтарту 34-па кăна танлашнă.
Преступниксем çăмăллăн пуяс тесе тĕрлĕрен меслетпе усă кураççĕ. Сăмахран, телефон çине СМС килет. Ăна вуласанах ултавçăсемшĕн телефон хуçин банк картти çинчи укçана вăрлама майсем уçăлаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем – вируслă çырусем.
Юлашки вăхăтра çынсен Интернет сечĕсене вырнаçтарнă пĕлтерĕвĕсем тăрăх укçа чылай çухални паллă. «Тавар туянас» текен укçа куçарса пама шантарса картта номерне, унтан пароль ыйтать. Çапла счет çинчи укçисĕр тăрса юлать те. Иртнĕ эрнере кăна Канаш районĕнчи хĕрарăм, вăкăр сутма шутланăскер, çак мелпе улталаннă. Тăвай районĕнчи арçын вара «ВКонтакте» сетьре укçа ĕçлесе илме сĕнекен арçынпа паллашнă, çĕнĕ «тусне» 4 пин тенкĕ куçарса панă, анчах лешĕн хыççăнах Интернетра йĕрĕ те юлман.
Шалти ĕçсен министерствин «К» пайĕн пуçлăхĕ Александр Смирнов мушенниксем «мобильлĕ банка» уйрăмах «килĕштернине» асăнчĕ. Пĕлтĕр хуçисем хăйсем хутшăнмасăрах вĕсен карттисем çинчен укçа «ураланнă» 454 тĕслĕхе регистрациленĕ. Вируссене пула çынсем хăйсен пурлăхĕ çухалнине каярах тин пĕлеççĕ.
Вăл скиммерсем пирки те асăрхаттарчĕ. Мушенниксем банкоматсем çине камерăсем лартса пин-кодсене вулаççĕ.
Интернетра пĕр-пĕр банкăн суя сайтне йĕркелени те час-часах пулать. Çавăнпа та пресс-конференцие хутшăннă Перекет банкĕн представителĕсем çав тери тимлĕ пулма ыйтрĕç. «Официаллă сайт нихăçан та клиентăн паспорт, ытти даннăйĕсене ыйтмасть – вĕсем базăра ахаль те пур, эппин çын суя сайта – фишинга – лекет», – палăртрĕ Ш,Мĕн информаци пайĕн пуçлăхĕ Олег Ашнин.
Телефон абоненчĕн номерне улăштарнă чухне «Мобильлĕ банка» сÿнтермеллине те аса илтерчĕç пресс-конференцире. Унсăрăн çĕнĕ хуçа унчченхи абонентăн банк карттинчи укçипе пĕр чăрмавсăрах усă курма пултарать.
Ултавçăсем тата тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ: «Сирĕн банк карттине блокировка тунă», «Сирĕн ывăл е хĕр инкеке лекнĕ» тата ытти те.
– Мĕншĕн-ха банк хăйĕн клиенчĕсен укçин управлăхĕшĕн явап тытмасть, çын ăна шанать-çке, – журналистсен çак ыйту çине-çинех ахальтен çуралмарĕ. Перекет банкĕн республикăри тÿреммĕн суту-илÿн управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Слепенко çакна çынсем хăйсем çăмăлттай пулнипе çыхăнтарчĕ. «Çын хăйĕн сейф уççине никама та памасть-çке. Банк карттин информацийĕпе те çапла пулмалла пек. Гаджетсене антивируспа тивĕçтермелле. Интернетра хăвăрăн нимĕнле даннăйсене те хăвармалла мар», – асăрхаттарчĕ вăл.
Тĕслĕх те илсе пачĕ. Пĕр хĕрарăм диван сутма Интернетра пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Ăна туянас текен картта даннăйĕсене ыйтсан, кусем мушенниксем пулма пултарнине пĕлсе тăрсах, хăйĕн счечĕ çинче 300 тенкĕ анчах тесе номерне те, пин-кода та пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн ултавçăсем унăн картти çинчи çеç мар, перекет кĕнекисенчи мĕнпур укçине сăптăрса илнĕ – пĕтĕмпе 500 пин тенкĕ енне.
Саккунпа килĕшÿллĕн тĕрĕс мар куçарнă укçана хуçисем пĕр талăк хушшинче каялла тавăрма ыйтма пултараççĕ, банкăн çакна пурнăçламалла. Анчах та, шел, нумай чухне çынсем хăйсем мушенниксен аллине лекнине темиçе кунтан тин пĕлеççĕ. Çавăнпа та йĕрке хуралçисем банк карттисем çинче пысăк суммăсем тытма сĕнмерĕç.
Пресс-конференцие мушенниксенчен шар курнă çынна чĕнни те ахальтен мар. Шупашкарти Анна Михайлован картти çине декабрь вĕçĕнче хăйĕн укçи куçни çинчен пĕлтерÿ килме пăрахнă. Телефон йĕркеллех ĕçлет. Ку ыйтупа вăл Перекет банкне темиçе те çитнĕ, анчах ыйтăва уçăмлатайман, счет çинчи укçи пирки выписка та илеймен. Çĕнĕ çул каникулĕ хыççăн хĕрне укçа куçарса парас тенĕ те – картта вуçех пушă. 24 пин ытла тенкине вăл хăй хутшăнмасăрах такама куçарса панă иккен. Çамрăк хĕрарăм шанса панă укçашăн явап тытманшăн банка айăпларĕ. Банк представителĕсем хирĕçлерĕç – палăртнă телефон номерĕнчен хушу илмесĕр банк ун картти çинчен укçана никама та куçарса пама пултараймасть. Эппин, СМС килнĕ, çавăнпа куçарнă, терĕç вĕсем. Укçа мĕнле çухалнă – ăна следстви кăна татса парĕ.
Шел те, çухату тÿснисене укçана каялла тавăрнă тĕслĕхсем çав тери сахал. Çитменнине, мушенниксенчен ытларахăшĕ ют регионсенче тĕпленнĕ, тĕрмере лараççĕ е наркомансем.
Çавăнпа та укçа-тенкĕсĕр юлас мар тесен, чăн та, хамăр асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест-тĕр...
Светлана ЧИКМЯКОВА.