Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ калаçу кĕнеки

06 февраля 2016 г.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Вырăсла-чăвашла калаçу кĕнеки» 3000 тиражпа пичетленсе тухрĕ. Ăна хатĕрлекенĕ – чĕлхеçĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор Михаил Иванович Скворцов. Вăл пире çак кĕнеке çинчен каласа пама кăмăл турĕ.

Малтанхи калаçу кĕнекине 1989 çулта хатĕрлесе кăларнăччĕ, ун хыççăн ăна çĕнетсе 1992 çулта пичетленĕччĕ. Ытти калаçу кĕнекисенчи пекех, кунта та çĕнĕ вырăна лекнĕ çынсен кулленхи хутшăну ыйтăвĕсене тивĕçтересси малта тăрать. Унашкал темăсем: «Паллашу», «Кил-йыш, тăванлăх», «Уявсем, йăла-йĕрке», «,çме-çиме», хулапа унти палăксемпе паллашни, ĕç тата вĕренÿ, спорт, культурăпа ÿнер, çут çанталăк т.ыт.те. Кунашкал лару-тăрури калаçусене тивĕçтермелли ыйтусемпе хуравсем кĕнекере тĕп вырăн йышăнаççĕ.

– Пайăр ятсем – çĕр, шыв ячĕсем, ял-хула, халăх, çын ячĕсем чĕлхере хăйне уйрăм питĕ паха вырăн йышăнаççĕ, халăх астăвăмĕнче нихçан çухалми йĕр хăвараççĕ. Ытти кирек хăш сăмаха та çын манма пултарать. Анчах хамăн ятăма, атте-анне ятне, тăван Атăл, тăван ял, тăван халăх ятне нихăçан та манас çук! Çавăнпа эпĕ ку йышри сăмахсенчен паллăраххисене хамăн кĕнекене кĕртме шутларăм, – пĕлтерчĕ кĕнеке авторĕ.

Алина ВЛАДИМИРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика