03 февраля 2016 г.
Эпидсезон пуçланнăранпа (сентябрьтен) республикăра ОРВИпе чирленĕ 513 çынна тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 51-шĕн (34-шĕнне январĕн 22–28-мĕшĕсенче палăртнă) А (H1N1) 2009 грипп (сысна грипĕ) вирусĕ, пĕрин В грипп, 140-шĕн парагрипп вирусĕсене, 41-ĕн аденовирус пулнине палăртнă.
Республикăра А (H1N1) 2009 грипп вирусне Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Улатăр, Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Вăрнар, Муркаш, Вăрмар тата Патăрьел районĕсенче тупнă. Вăл пуçарнипе ÿпке шыççипе пĕр çын вилнĕ.
Январĕн 29-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта гриппа чирленĕ 54 çынна шута илнĕ. Енчен те хăвăрта чир паллисене туйсан: сывлама йывăрлансан, кăкăр тĕлĕнчен ыратсан, тутасем кăвакарсан, юнлă ÿсĕрсен, хăстарсан, вар-хырăм пăсăлсан, пуç çаврăнсан тÿрех тухтăр патне кайăр. Чирлес мар тесен харпăр хăй гигиенине пăхăнăр, çынсем йышлă пухăннă вырăнта çÿреме ан тăрăшăр, маска тăхăнăр, алăсене тăтăшрах супăньпе çуса тăрăр, шыв, лимон тата пыл янă чей ытларах ĕçĕр.
Надежда НИКОЛАЕВА,
Вăрнар район больницин врач-инфекционисчĕ.