Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çунатлă, çут ĕмĕтлĕ çамрăк

03 февраля 2016 г.

Çунатлă, çут ĕмĕтлĕ çамрăк

Паян та, хăнăхнă йăлапа, Элĕк салинчи Дмитрий Никифоров ирех вăранчĕ. Ара, унăн кĕçех çула тухмалла-çке, халăхран сĕт пухмалла. Вăтăр урлă каçнă çамрăк аван ăнланать: вырăн çинче выртнипе никам та çăкăр çитермест, çавăнпа вăл кашни кун ир-ирех ура çине тăрать.

Мăшăрĕ хатĕрленĕ апата тутанса пăхма нихăçан та хирĕçлемест. Акă Дмитрий хырăм выççине апат çисе ирттерчĕ те – çула тухма васкарĕ. Чи малтанах транспорта тĕрĕслерĕ: пурте йĕркеллех-и; Пĕр кăлтăк та асăрхаманран автомашинăна шанчăкпа тапратса ячĕ. Хăйне Элĕк районĕнчи Ехремкассипе Юнтапа ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансем кĕтнине ялан чунпа туять, çавăнпа вĕсем патне вăхăтра çитме тăрăшать. Çамрăк çул çинче хăвăртлăха нихăçан та ÿстермест. Яланхи пекех Вутлана пырса кĕчĕ. Урамра – сĕт витрисемпе тухнă хĕрарăмсем.

Сĕте пичкене ярса пĕтерсен кабинăна кĕрсе ларчĕ те малалла кайрĕ. Дмитрий Никифоров Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт заводĕнче водительте ĕçлет. Пĕрремĕш çул мар вăл кунта. Элĕк тăрăхĕнчи ялсенчи килти хушма хуçалăхра ĕне тытакансенчен сĕт пуçтарать те – завода илсе килет. Вăрнарпа Элĕк хушшинчи çул уншăн тахçантанпах çывăхланнă. Ÿркенменскере ĕç савăнăç кăна парнелет. Тĕп хулана кайса тĕпленмен çамрăк. Хăй çуралса ÿснĕ тăрăхри «Волга» хуçалăхра шут ĕçченĕн тивĕçне пурнăçланă. Колхоз аркансан, ыттисем пекех, Мускава стройкăсене çÿренĕ.

– Аякри вырăн йăлăхтарчĕ, çавăнпа Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт заводне ĕçе вырнаçрăм, халăхран сĕт пухма пуçларăм, – терĕ вăл.

Халĕ пухнă чĕртавара Вăрнара илсе килет. Икĕ ача ашшĕ рейсран таврăнсан та канса ларасси пирки шутламасть, тăван ашшĕпе амăшне пулăшма васкать. Вĕсем килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ те – ĕçĕ те чылай. Çулла ашшĕпе ялан уйра: выльăха хĕл каçарма апат ытлă-çитлĕ хатĕрлессишĕн пысăк тимлĕх кăтартаççĕ. Трактор, ун çумне тĕрлĕ агрегатсем пурри ĕçре çăмăллăх кÿрет, паллах.

– Ÿркенмесен ялта та ырлăх, – пĕлтерчĕ Дмитрий Никифоров.

Ăна нимĕнле йывăрлăх та хăратмасть, кунсерен малалла талпăнать. Мăшăрĕпе, Татьянăпа, икĕ пĕчĕк ачине тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтересси тĕп тĕллев пулса тăнине пытармасть, çутă ĕмĕтпе пурăнать.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика