03 февраля 2016 г.
Районта эрнекунпа шăматкун иртнĕ «Ÿсĕр водитель» акцие шкул ачисене те явăçтарни иккĕлле тĕллеве «йĕрлерĕ» тесен те йăнăш мар. Водительсене вăл çул çинчи культурăна ÿстерме хистерĕ, кĕçĕннисене вара хăйсен çырăвĕ урлă яваплăха ачаран туйма вĕрентрĕ.
Тĕрĕссипе, кусем – асăрхаттаруллă çырусем çеç мар, вĕсенче водительсене тимлĕ пулма, ытти автомобиль хуçисене çуран çÿрекенсене хисеплеме йăлăнни те аван сисĕнчĕ. Акă пĕр çырури йĕркесем кăна: «Нихăçан та руль умне ÿсĕрле ан ларăр. Капла эсир камăн та пулин çемйине пысăк хуйхă илсе килме пултаратăр. Сирĕн хăвăрăн та çывăх, юратнă çынсем пур вĕт-ха...»
Чĕрене пырса тивмелле çыру авторĕсем – Вăрнарти 2-мĕш шкулта 5-мĕш тата 7-мĕш классенче вĕренекенсем. Чи хастаррисем эрнекун çул-йĕр инспекторĕсемпе пĕрле вĕсене водительсене алăран тыттарчĕç. Автомобильсене чарнă май, полици ĕçченĕсем те – «Вурнарский» пай пуçлăхĕ Андрей Губанов, ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Владимир Петров, çул-йĕр инспекторĕсем Сергей Дмитриев тата Яков Иванов – çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмаллине тепĕр хут аса илтерчĕç.
– Кунашкал акцисем ачасемшĕн кăсăклă çеç мар, усăллă та. Вĕсем шкултанах çулсем çинче хăйсене мĕнле тытмаллине пĕлсе ÿсĕç, – палăртрĕ участокри уполномоченнăйсен тата çула çитменнисемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Александр Кудрявцев.
Водительсенчен ытларахăшĕ ачасен çырăвне тÿрех вулама пикенчĕç.
– Кирлĕ акци. Ÿсĕр водитель, ман шутпа, – хăех преступник, кунашкаллисене нимĕнле каçару та пулмалла мар, – палăртрĕ Вăрнарта пурăнакан икĕ ача ашшĕ Сергей Иванов ачасемпе полици ĕçченĕсене пуçарушăн тав туса.
Районти ГИБДД уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, «Ÿсĕр водитель» рейд вăхăтĕнче руль умне пырĕсене хĕртнĕ хыççăн ларнă виçĕ водителе тытса чарнă.
Пĕлтĕр Вăрнар районĕнче 35 çул-йĕр инкекĕ çырăннă, вĕсенче çичĕ çын пурнăçĕ татăлнă, вăл шутра – пĕр ачан. Çул-йĕр правилисене пăснă 2840 тĕслĕхрен 152-шĕнче водительсем ÿсĕр пулнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.