Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкеке асăрхаттарасси кашнинчен килет

30 января 2016 г.

Çул çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕ паян çĕршывĕпех çивĕч тăрать. Нумай чухне çын айăпĕпе тавăрмалла мар инкексем пулса тухаççĕ. Вĕсенчен мĕнле хÿтĕленмелле-ха? Тата ку енĕпе çул-йĕр инспекторĕсем мĕнле ĕçлеççĕ? Ку ыйтусене 2015 çулхи кăтартусене шута илсе полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Владимир Петров хуравларĕ:

– Пĕлтĕр ГИБДД уйрăмĕн оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпех çынсен çул çинчи хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе тата преступноçпе кĕрешессипе çыхăнчĕ. Шел те, хăш-пĕр граждансем, водительсем, саккунсем тем чухлĕ çирĕпленсе пыраççĕ пулин те, правилăсене уясах каясшăн мар. Пĕлтĕр районта 35 çул-йĕр инкекĕ çырăннă. Вĕсенче çичĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 48-ăн аманнă. Çул-йĕр правилисене пăснă 2840 тĕслĕх çырăннă, вăл шутран 152-шĕнче автомобиль рулĕ умне ÿсĕрле ларнă, 455-шĕнче хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнман, 401-шĕнче хăвăртлăх режимне пăснă, 39-шĕнче çуран утакана çул паман, 85-шĕнче çуран çÿрекенсем правилăсене пăснă. Административлă йĕркене пăснăшăн 362 ĕçе суда ярса панă. 5941600 тенкĕлĕх штраф хунă, вĕсенчен 99,48 процентне шыраса илнĕ.

Пĕлтĕр Вăрнар районĕнчи 80 çула тата урам-çул сетьне тĕрĕслесе должноçри çынсем тĕлĕшпе 64 предписани çырнă. Юридици сăпатĕнчи 4 çынна кунашкал асăрхаттару тăратнă. Çулсене юсанă тата тытса тăнă чухне çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснăшăн должноçри çынсем тĕлĕшпе 13 административлă ĕç пуçарнă.

Çавăн пекех пĕлтĕр ГИБДД ĕçченĕсем тĕслĕ металл пухакансене (3), машина хăваласа таракансене (2), маркировка улăштарнисене (23), пурлăх вăрлакансене (2), взятка паракана (1), наркотикпе çыхăннă преступниксене (2) тата ыттисене те тытса чарнă. Ку тĕлĕшпе Вăрнар районĕнче 21 административлă протокол çырнă.

Профилактика ĕçне вăйлатас тĕлĕшпе инспекторсем водительсемпе, ахаль çынсемпе час-часах калаçаççĕ, шкулсенче, ача сачĕсенче мероприятисем ирттереççĕ, хаçатра асăрхаттаруллă статьясем пичетлеççĕ.

Кадрсене илес пулсан, Вăрнар тата Элĕк районĕсенче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн 11 сотрудник тăрăшать.

Хисеплĕ водительсем, çуран çÿрекенсем! Хăвăра сыхлăр-упрăр, çулсем çинче яланах тимлĕ пулăр. Инкеке асăрхаттарасси кашнинчен килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика