Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил хушшинчи юра тасатмастăп

30 января 2016 г.

Кăçал юр çăвать те çăвать, тултарать. Пĕр енчен юр тулăх пулни лайăх ĕнтĕ, уйрăмах çĕрпе ĕçлекенсене, тăпрара нÿрĕк нумай пулĕ. Анчах юр нумаййи хăшĕ-пĕрисене кăмăла каймасть, уйрăмах ялта пурăнакансене. Мĕншĕн тесен мĕнпур ĕçе пăрахса кил хушшинчи юра хырма тивет, кам урама туртать. Мана вара кил хушшине юр тултарни нимĕнле чăрмав та кÿмест. Эсир хăть ан ĕненĕр, эпĕ нихăçан та кунти юра тĕкĕнместĕп, выльăх картине, алăк таврашĕнче тасатнисĕр пуçне. Мĕн чухлĕ юр çунă – çавăнтах пусăрăнать, таптанать. Урам хапхи умне те хырмастăп. Манăн килкарти пысăк, унта юра хырса тасатас пулсан пайтах вăй хумалла. Килти хушма хуçалăхра икĕ теçеткене яхăн сурăх-путексем, 10 хур, çавăн пекех кăвакалсем, чăхсем. Вĕсене уçăлтарма карта алăкне уçатăп та кил хушшине кăларатăп. Пурте тĕпĕртетеççĕ кăна: юра лапчăтаççĕ. Эпĕ кил хушшипе нихçан та юр ашса çÿреместĕп.

Кил хушшинчи юра тĕкĕнменни мĕншĕн лайăх тетĕр-и? Тасатмасан юр çуркунне вăрах ирĕлет, юр çийĕн çÿретĕп, пылчăк тапхăрĕ кĕске пулать.

Толя Мучи.

Хураçырма.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика