Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмпе лăпланса лармалли çук

27 января 2016 г.

Иртнĕ эрнере район администрацийĕн залне пухăннисем выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев уçрĕ, кун йĕркине мĕнле ыйтусем кĕртнине каларĕ. Унтан район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхне В.Горбунова сăмах пачĕ. Вячеслав Анатольевич выльăх-чĕрлĕх отраслĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлĕ çинчен доклад турĕ, çыхăннă ыйтусене хускатрĕ.

«Пĕлтĕр Вăрнар районĕнче мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхра унчченхи çулхинчен аш-какай 60 тонна ытларах туса илнĕ, – терĕ вăл. – Анализ кăтартса панă тăрăх, 5 хуçалăхра ÿсĕм тунă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕç-хĕлне палăртма уйрăмах кăмăллă. Кунта аш-какай продукцине 2365 тонна туса илнĕ тата сутлăха янă».

Докладчик палăртнă тăрăх, Вăрнар районĕ республикăра аш-какай туса илессипе виççĕмĕш вырăнта. Сĕт туса илессипе те япăх мар ĕçленĕ. Ÿсĕм, унчченхи çулхипе танлаштарсан, 108,9 процент. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн кăтартăвĕ тата та пысăкрах – 134,8 процент. «Броневик», «Янгорчино», К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсем уйрăмах лайăх ĕçленĕ. Çав вăхăтрах «Юнтапа» тата «Знамя» хуçалăхсенче сĕт туса илесси чакнă. Фермерсенчен В.Яковлев, А.Козлов, И.Сергеев, С.Лукина малта. Иртнĕ çулта кашни ĕнерен сĕт вăтамран 5105 килограмм сунă, унчченхи çул 4824 килограмм пулнă. 2016 çулхи январĕн 21-мĕшĕ тĕлне кашни ĕнерен кунсерен вăтамран 12,4 килограмм сĕт суса илни паллă. Выльăхсен талăкри ÿтхушаслăхĕ – 615 грамм. Унчченхи çул вăтамран кунсерен 605 грамм хушăнса пынă. Пĕтĕм хуçалăхри мăйракаллă шултра выльăх кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 16408 пуç шутланать. Шел пулин те, килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытакансен йышĕ чакни палăрать, унчченхи çулхинчен 375 пуç сахалланнă. Фермер хуçалăхĕсем 248 ĕне тытаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх хисепĕпе район республикăра виççĕмĕш вырăнта. Районта 15206 сысна усраççĕ. Йыша 104,5 процент ÿстернĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Горбунов выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма кашни выльăх пуçне 29,1 единица апат хатĕрленине пĕлтерчĕ. «Победа», «Янгорчино», «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхсенче, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, «Кольцовка» агрофирмăра кăтарту 30 единицăран та иртет. Иртнĕ çулта 150 пуç ытларах пăру илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене çĕнетмесĕр ĕç-хĕле аталантарма йывăр. 2015 çулта Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче инвестици проектне пурнăçа кĕртме тытăннă. Малтикас Ялтăрара 1000 пуç выльăх вырнаçмалăх объект тăвассипе ĕçсем пынă. «Луч» хуçалăхра сысна фермине реконструкцилес ĕçе пуçăннă. «Мураты» хуçалăхра тата «Кольцовка» агрофирмăра ĕне-выльăх фермисене çĕнетнĕ. Районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 236 çын ĕçлет. Вĕсен вăтам ĕç укçи 13102 тенкĕпе танлашнă. Фермер ĕçне пуçăнакан 5 çын пĕлтĕр патшалăх пулăшăвне илнĕ. Грант укçи-тенкипе выльăх-чĕрлĕх, ял хуçалăх техникине туяннă. Докладчик кăçалхи тĕллевсем çинче те чарăнса тăчĕ. «Çитĕнÿсем пур, вăй хумалли те сахал мар», – терĕ В.Горбунов сăмаха вĕçленĕ май.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх ĕçĕн пай пуçлăхĕ Светлана Мясникова республикăри выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕç-хĕле тишкерсе тухрĕ. «Ял хуçалăхне аталантарма федераци бюджетĕнчен республикăна пĕлтĕр те субсиди килнĕ. Укçана тĕллевпе уйăрса параççĕ. Çемье выльăх-чĕрлĕх фермине аталантарма та укçапа тивĕçтереççĕ», – пĕлтерчĕ Светлана Николаевна.

Районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ Владимир Матвеев хăйсен ĕç-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ветеринари специалисчĕсем выльăх-чĕрлĕх чирĕнчен вунпĕр тĕрлĕ профилактика прививки тăваççĕ. Пĕлтĕр планпа пăхнă ветеринарипе профилактика тата ытти мероприятисене туллин пурнăçланă. Вăрнар районĕнче искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли 12 пункт ĕçлет. Иртнĕ çулта çавнашкал çĕнĕ пункт Ярмушка ял тăрăхĕнче уçăлнă. Ветеринари служби районтан мĕнле выльăх-чĕрлĕх тухса кайнине кăна мар, килнине те тĕрĕслет.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев кая юлса пыракан хуçалăх ертÿçисене малтисенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ. «Хальхи вăхăтра ватăсем килти хушма хуçалăхра ĕне-выльăх усрама тăрăшаççĕ пулсан, хăшпĕр çамрăк çемьесем чăх-чĕп тытнипех çырлахаççĕ. Çакă хытах тĕлĕнтерет. Фермер ĕçне пуçăнма кăмăл тунисемпе тĕл пулса калаçмалла, вĕсене пур енчен те пулăшма тăрăшмалла», – терĕ Леонид Григорьевич. Ферма ĕçĕнчи ăнăçлăх, кунти кăтартусем рациона тĕрĕс те пĕлсе йĕркеленипе тата специалистсен ăсталăхĕпе çыхăннине палăртрĕ. Кăçалхи тĕллевсене пурнăçа кĕртме вăй-хала шеллемелле маррине каларĕ, пархатарлă ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика