27 января 2016 г.
Ярмушка шкулĕнче пултаруллă та маттур хĕрсем вĕренеççĕ. Вĕсенчен пĕри – Камилла Григорьева. Вĕренÿре малтисен йышĕнче. Пуян пĕлĕвĕпе, анлă тавракурăмĕпе, сăпайлăхĕпе палăраканскер, районти чылай предмет олимпиадисене хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Ăна биологипе вырăс литератури пуринчен ытла кăсăклантарать.
– Кашнин хăйĕн тавракурăмне куллен аталантарма тăрăшмалла, çавăнпа та кĕнеке нумай вуламалла. Шкулта вĕреннĕ чухнех пуласлăх пирки шухăшламалла, – сăпайлăн калаçрĕ 11-мĕш класра вĕренекенскер.
– Эсĕ шкул пĕтерсен пĕлĕве малалла тарăнлатасшăн-и? – ыйту патăм ăна.
– Паллах. Хамăн умра тăракан тĕллевсене уçса пама хирĕç мар эпĕ. Пĕрремĕшĕ – пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытасси тата Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕресси, – пĕлтерчĕ Камилла.
Халĕ вăл кашни эрнере пĕрре, канмалли кун, Шупашкара кайса килет. Хатĕрленÿ курсĕнче пĕлĕвне пуянлатать. К.Григорьева, пур предметпа та «5» паллă кăна илет. Кашни урок уншăн интерслĕ, çавăнпа учитель урокра мĕн ăнлантарнине пĕр сиктерми итлесе ларать, ăша хăвать.
Килте ашшĕпе амăшне те пулăшма манмасть: апат пĕçерет, кашăк-чашăк çăвать. Кил-çурта тирпей-илем кĕртесси çине те тимлĕх уйăрать. Çавăн пекех 5-мĕш класра вĕренекен Гена шăллĕне те урок тума пулăшать. Мĕн пĕлменнине ыйтать те – ăнлантарса е кăтартса пама хирĕçлемест Камилла. Хĕрĕн вĕренÿри çитĕнĕвĕсемшĕн ашшĕпе амăшĕ те хĕпĕртеççĕ. Шкултан вĕренсе тухсан та пурнăçăн анлă сукмакĕпе тивĕçлĕн утасса шансах тăраççĕ.
– Тăтăшах пĕр вырăнта ларсан, аталанма тăрăшмасан йывăрлăхсене çĕнтереймĕн. Çитĕнÿ вăл нихăçан та хăй тĕллĕн килмест. Енчен те вĕренÿ çине пĕчĕклех алă сулсан отличница пулса тăраймастăн, – кăмăллăн калаçрĕ К.Григорьева.
Хĕрача кулянса, алла усса ларма юратмасть. Шкулта иртекен мероприятисене хаваспах, чун-чĕри ыйтнипе хутшăнать. Ырă кăмăлĕпе тата сăпайлăхĕпе палăраканскере, юлташĕсем те хисеплеççĕ, унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ. Хĕрача хăйĕн вăйĕ çине çеç шанать. Лайăххине ĕненет. Мал ĕмĕтпе малалла талпăнать. Юратнă шкултан, хăйне вĕрентекенсенчен уйрăлас килмест унăн. Анчах вăхăт хăйĕннех тăвать-çке, кун хыççăн кун сисĕнмесĕр тенĕ пекех хыçа юлса пырать. Çавах та учительсене те, тантăшĕсене те нихăçан та асран кăлармĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.