27 января 2016 г.
Автомашинăна алăран туяннă май нумай ыйту тухса тăрать: мĕнлине суйламалла тата ултавçăсен серепине çакланман-ши? Ара тарпа пухнă укçа-тенкĕне никамăн та пĕр самантрах çилпе вĕçтерсе ярас килмест.
Çавăнпа та çакна сĕнесшĕн: автомашинăн паспортне, çавăн пекех регистраци свидетельствине тимлĕ пăхăр. Хăвăр регионта учетра тăракан автомашинăна туянсан лайăхрах. Номере тĕрĕслеме те ан манăр. Тепĕр утăм вăл – çыннăн паспортне тата ПТСкине тĕрĕслесси. Енчен те доверенноçпе е çавăн евĕр тепĕр документпа сутать пулсан, техникăна туянассине хирĕçлĕр. Мĕншĕн тесен машина «хуçи» пурăна-киле доверенноçе каялла илме е арестлеме пултарать. Кунашкал лару-тăрăва çаклансан машинăсăр та, укçа-тенкĕсĕр те тăрса юлатăр. Чи меллĕ вариант – машинăна суту-илÿ килĕшĕвĕпе туянасси. Тÿрех хăвăр ятпа тумалла. Килĕшÿре автомашинăн тулли хакне кăтартмалла. Документа питĕ тĕплĕ тĕрĕслемелле: грамматикăпа пĕрлех техника йăнăшĕсем те пулмалла мар. Килĕшÿ çине алă пусиччен техника юсавлăхне пăхăр. Вăрламан-и ăна – çакна та тĕрĕслесе палăртăр. Машина пирки тĕрĕс информаци ГИБДДра илме пултаратăр. Кунтах автомашинăн идентификаци номерне те тĕрĕслесе парĕç. Енчен те документра çитменлĕхсем тупăнмарĕç, килĕшÿ çине хăюллăнах алă пусăр. Туяннă машинăна вунă кун хушшинче ГИБДДра регистраци тăвассине ан манăр.
Л.ИЛЬИН,
ГИБДДăн регистраципе экзамен ушкăнĕн патшалăх инспекторĕ.