Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăнăш

27 января 2016 г.

Нурăс лавккине кĕрсен мана пĕр 70–75 çулсенчи хĕрарăм кăчăк туртрĕ те:« Каçарăр та, сире пĕр-ик сăмах каламалли пур. Мана урамра кĕтеймĕр-ши?» – терĕ. Васкамаллаччĕ те, анчах та ватă çынна кÿрентерес килмерĕ. Вăл нумай кĕттермерĕ. Икĕ сумка йăтса хыпаланса тухрĕ. Эпĕ ăна палламастăп-ха, унпа сăмах та вакласа курман. Вăл мана «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцине   пĕлтерÿ пама килсен курнă иккен. «Район хаçатне тахçантанпах çырăнса илетĕп. Кашни номерне тĕпĕ-йĕрĕпе вулама тăрăшатăп. Çак раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче пичетленнĕ «Хытах тĕлĕнтерчĕ» статьяпа паллашсан ман чун-чĕре хытă ыратса кайрĕ. Хам пурнăçра пысăк йăнăш тунине тепĕр хут лайăх ăнланса илтĕм. Аслă Патриархăмăр Иван Яковлевăн халалне пуçра тытманнишĕн халĕ питĕ ÿкĕнетĕп»,– пăлханчăк сасăпа калаçрĕ ватă çын.

Кăвакарнă çÿçĕсем тухса кайнăран хĕрарăм тутăра тепĕр хут салтса çыхрĕ те хăйĕн пурнăçĕ пирки кĕскен каласа пачĕ.   Шупашкарта пурăнакан хĕрĕпе кĕрÿшĕ хваттер туянмалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пултарччăр тесе вĕсен пĕчĕк хĕрне вăл хаваспах пăхма килĕшнĕ. Ара кукамăшĕн-асламăшĕн тивĕçне камăн пурнăçлас килмест? Шкул çулне çитичченех мăнукне пăхнă. Ялта пурăннă пулсан та хĕрĕ хушнипе мăнукĕпе вырăсла кăна калаçнă. Ăна чăвашла пуплекен ял ачисемпе хутшăнтарсах кайман. Хуларан килнисене вара хапăлласах йышăннă. Урамăн тепĕр вĕçне самаях утмалла пулсан та мăнукне вĕсем патне выляма кайса янă. «Вырăсла тап-таса калаçсан чаплă карьера тăвĕ, пире пулăшĕ тесе шутлаттăмăр эпир, айвансем», – тарăн шухăша путса сăмахларĕ хĕрарăм.

Чăн та, мăнукĕ Мускаври пĕр университетран вĕренсе тухсан лайăх шалуллă ĕçе вырнаçнă, фирма директорĕпе паллашнă. Тăван çĕршывăн тĕп хулинчи чаплă ресторанта туй кĕрлеттернĕ. Анчах та кĕрекере ашшĕпе амăшĕ те, кукамăшĕ те пулман. «Эсир чăваш пулнипе, акцентпа калаçнипе мана намăс кăтартăр кăна»,– тенĕ те мăнукĕ, чи çывăх тăванĕсене туя чĕнмен. Çемье çавăрнă хыççăн вăл хăйĕн çуралнă кĕтесĕ, пĕчĕкренех пăхса çитĕнтернĕ, кайран хулара вĕреннĕ чухне ăна юлашки укçи-тенкине парса тăнă кукамăшĕ пирки маннă тейĕн. Çемьеленнĕ хыççăн амăшĕ патне пĕр-икĕ хут шăнкăравланă та – ĕçĕ пĕтнĕ.  

– Çапма пĕлмен пушши хамăрах çаврăнса тиврĕ. Ачана   ашшĕ-амăшĕн чĕлхине юратма, йăх-несĕлсене хисеплеме пĕчĕкренех вĕрентмеллеччĕ çав, – хытах кулянчĕ ватă çын.

Чăвашсем ыттисенчен нимрен те кая мар. «Этем пурте пĕр: вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкшă та», – тесе ваттисем каланине аслă ăрăвăн асра тытмаллах.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика