27 января 2016 г.
Апрелĕн 10–13-мĕшĕсенче Чăваш енре шахмат енĕпе Пĕтĕм Раççейри турнир иртни спортăн ку тĕсне кăмăллакансемшĕн чăннипех кăсăклă пулĕ.
Вăрнар тăрăхĕн çамрăк шахматисчĕсем акă ку хыпарпа хавхаланса район турнирĕнче вăй виçрĕç. Вăйăсенче пуринчен çивĕччисем Чăрăшкас Хирлепри тата Пăртасри шкул ачисем пулчĕç. Туçи Мăратри тата Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсем – иккĕмĕш, Туçи Çармăсри тата Кÿстÿмĕрти шкулсенче вĕренекенсем виççĕмĕш вырăнсенче.
Чи вăйлисем февральте Чăваш ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн шкул ачисен спартакиадин «Шурă ладья» турнирĕнче тупăшĕç.