27 января 2016 г.
Вирус çынран куçнине шута илсе санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла, чирлекен усă курнă хатĕрсене дезинфекцилемелле, унпа хăйĕнпе ытлашши хутшăнмалла мар. Халăх йышлă çÿрекен вырăнсенчен пăрăнмалла. ,çрен, лавккаран таврăннă хыççăн алла супăньпе çумалла.
Сунасланă е ÿсĕрнĕ чухне тута-сăмсана ятарлă салфеткăпа хупламалла, хÿтлĕх мелĕсемпе усă курмалла.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, уçăлса çÿрени, тĕрĕс те тутлăхлă апатланни, рациона белокпа, минерал хутăшĕпе, витаминпа пуянлатни пĕлтершĕлĕ. Хĕл кунĕсенче сухан, ыхра, улма-çырла, пахчаçимĕç, йÿçĕтнĕ купăста сĕтел çинчен татăлмалла мар. Гриппа чирлесен апат анмасть, апла-тăк çăмăлраххине (чăх яшкин шÿрпине, пăтă, çăмарта, сĕт-турăх) ĕçмелле-çимелле. Çанталăка кура тумланмалла, шăнасран асăрханмалла. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ синтетика материалтан хатĕрленĕ тума килĕштерет. Анчах вăл тарлаттарать – кун пек чухне шăнса пăсăлма пулать. Çĕлĕксĕр çÿремелле мар, аялти тум, атă-пушмак ăшă тытмалла.
А (H1N1) 2009 амакăн малтанхи палăрăмĕсем: ÿт температури сасартăк ÿссе каять, ÿслĕк, сунас пуçланать, пуç, ÿт тĕртĕмĕ ыратать, сывлав хăвăртланать, конъюнктивит амаланать. Хăшĕ-пĕрин вар-хырăмĕ пăсăлать (çакнашкал пулăм ахаль йышши грипп ерсен пулмасть).
Сезон вăхăтĕнчи грипп 5–7 кунран кăна йывăр чире куçма пултарать-тĕк, А (H1N1) 2009 – 2–3 кунранах. Вĕсен шутĕнче – вируслă пневмони: пациент сывлăш пÿлĕннипе аптăранă чухне ÿпкине искусствăлла майпа вентиляцилеме тивет.
Грипăн малтанхи палăрăмĕсем сисĕнсенех тухтăра киле чĕнмелле, вăл хушнине çирĕп пăхăнмалла. Пациент хăйне йывăр туйсан е унăн чĕрепе юн тымарĕн тата вăраха кайнă ытти чир пулсан госпитализацилени вырăнлă. Çемье членĕ чирлесе килте сипленсен ăна уйрăм пÿлĕме вырнаçтармалла. Çапла тумашкăн май çук-тăк, унпа сăлтавсăр хутшăнма пурин те тăхтамалла, ăна хăшĕн те пулин ятарласа пăхмалла. Ачасене грипп вирусĕ аптратсан садике е шкула ямалла мар.
Чирлĕ çыннăн организмĕ интоксикациленнине чакарас тĕллевпе ăна чей, ăшă сĕт, çырла шывĕ е сĕткенĕ ытларах ĕçтермелле. Ÿт температури 38 градусран иртсен вĕрилентернине чакаракан эмел (парацетамол сиенсĕртерех) памалла, асăннă кăтартуран пĕчĕкреххипе кĕрешмешкĕн организм хăех хевте çитерет. Сăмах май, антибиотиксемпе сипленме тăхтăр, мĕншĕн тесен вĕсем иммунитета вăйсăрлатма, аллергие яма пултараççĕ. Вирус инфекцийĕсене сиплемешкĕн ремантадин, альгирем, занамивир, интерферон тата ытти препарат юрăхлă. Эрех-сăрапа е мунча кĕрсе чире хăвалас тени сиен кăна кÿрет.
Н.ЛУГОВСКАЯ,
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ.