Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра хÿтĕленмелле

27 января 2016 г.

Январĕн 8–14-мĕшĕсенче республикăра гриппа тата ОРВИпе чирленĕ 3222 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен 95,4 проценчĕ – 14 çулчченхи ачасем. 160 çынна госпитализациленĕ, пысăк пайĕ – ачасем.

Республикипе пĕр эрнере 18 чирлĕ çынна лаборатори витĕр тĕрĕсленĕ. 11-шĕн ОРВИне пуçаракан вирус пулнине палăрнă, вăл шутра виççĕшĕн – А (H1N1) 2009 грипп, пиллĕкĕшĕн – парагрипп, пĕрин аденовирус, иккĕшĕн – харăсах парагрипп тата аденовирус вирусĕсем пулнă.

Статистика гриппа чирлессине А (H1N1) 2009 грипп вирусĕсем пуçарнине çирĕплетет. Кĕркунне Чăваш енри халăхăн 30 процентне иммунизацилени чир ерессинчен сыхлать. Республикăра шута илнĕ гриппа чирлисенчен нихăш те прививка тутарман. Раççейре А (H1N1) 2009 грипп эпидемийĕ сарăлса пынă май, профилактика мерисене çирĕп пăхăнни кирлĕ.

 

Раççей Федерацийĕнче грипп сарăлнине шута илсе Роспотребнадзор граждансене гриппа ОРВИинчен асăрханмаллине систерет. Чир-чĕртен сыхланас тесен çак ĕçсене пурнăçламалла:

– чирлĕ çынсенчен пăрăнмалла, халăх йышлă пулакан вырăнсене (театрсене, кинотеатрсене, супермаркетсене), массăллă мероприятисене тухма, обществăлла транспортпа çÿреме тăхтамалла;

– сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, ÿт-пĕве пиçĕхтермелле (ирхи гимнастика тумалла, ÿте уçă шывпа сăтăрмалла); хытă шăнасран сыхланмалла;

– ĕçпе канăва черетлеме пĕлмелле, уçă сывлăшра ытларах пулмалла, çителĕклĕ çывăрмалла, тутлăхлă апат çимелле;

– хупă пÿлĕмсене уçăлтармалла, урай сĕрмелле, пĕр пек температура тытса тăмалла;

– харпăр хăй гигиенине пăхăнмалла (апат çийиччен тата урамран кĕнĕ, пĕрлехи япаласемпе усă курнă хыççăн алă çумалла). Микробсен пысăк пайĕ пурте тытакан япаласем – транспортри карлăк, супермаркетсенчи продуктсем, укçа-тенкĕ – урлă куçать;

– ÿсĕрнĕ, сунасланă чух сăмса тутри е салфетка тытмалла.

Чирлесессĕн (температура ÿссен, вăй-хал пĕтсен, пуç, пыр, мышцăсем, сыпăсем ыратсан) килтен ан тухăр, ĕçе, шкул çулĕчченхи, вĕренÿ учрежденийĕсене ан кайăр. Уйрăм пÿлĕмре пулма тăрăшăр.

Харпăр хăйне сиплени – сывлăхшăн хăрушă.

Врача киле чĕнĕр!

Вăхăтра медицина пулăшăвĕ илсен хăвăртрах сывалăр тата ыттисене чир-чĕр ертмĕр.

С.МОСКОВСКАЯ,

Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн

Канашри территори уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика