Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашăн мĕншĕн уйран çук?

27 января 2016 г.

Çапла калани, тен, тĕрĕсех те мар пуль. Мĕншĕн тесен ялта ĕне усракан кашни çын уйранран татăк тăмасть. Чăваш ялĕнче ÿссе çитĕннĕ çыншăн уйран уйрăмах хисепре. Вăл тутлă, ку кăна мар, ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, сывлăхшăн питĕ кирлĕ. Уйран уйрăммăнах аталанакан ачасемшĕн, чирпе хавшанă организмшăн, ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсемшĕн, çавăн пекех ватăсемшĕн усăллă. Астăватăп, манăн атте инсульт пулнă хыççăн уйран ĕçетчĕ, ăна пулах çÿрекен пултăм тетчĕ.

Уйран чăвашăн авалтан пыракан апат-çимĕçĕ, техĕмлĕхĕпе чылай çимĕçрен те ирттерет. Пĕр стакан уйран организма 76 килокалори эрнерги парать, вăл витаминсемпе, улшăнми аминокислотасемпе тата организма кирлĕ минералсемпе пуян.

Уйрана чăвашсем кăна мар, тĕрĕк халăхĕсем пурте хисеплеççĕ: Кавказра, Пушкăртра, Турцире айран, туркменсем, узбексем тата азербайджансем ауран, бурятсем айрак, тутарсем эйрэн теççĕ. Вырăссем ăна пахта теççĕ.

Пĕррехинче пуйăспа Смоленскран таврăнмалла пулчĕ. Купере Карачай-Черкес тăрăхĕн çынни те пурччĕ. Хайхискер сумккинчен кĕленче кăларса лартрĕ, ку пирĕн халăхăн наци апачĕ – айран, терĕ те пире шурă шĕвеке тутанса пăхма сĕнчĕ. Эпĕ те кăмăлласах ĕçрĕм, чăвашсен уйранĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине палăртрăм. Тепĕр тĕслĕх. Ташкента кайнă чухне Казахстанра кашни станцинчех тутипе уйранран нимĕнпе те уйрăлса тăман шĕвек сутатчĕç.

Уйрана чăваш халăхĕ питĕ юратать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Вăрнар вăрманне мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Николаев космонавт ухутана килни çинчен чылайăшĕ илтнĕ ĕнтĕ. Пăртасри паллă сунарçăсенчен пĕри каласа пани аса килчĕ. Космонавтпа килнĕ ушкăн апатланнă çĕре пырса тухнăскерне пĕрле ларма сĕннĕ. Сунарçă хăйĕн сумккинчен кăмакара хуппипе пĕçернĕ çĕрулмипе уйран кăларсан Андриян Григорьевич савăнсах кайнă. «Мана урăх нимĕн те кирлĕ мар, акă вăл чăн-чăн чăваш апачĕ», – тесе тав туса юратсах çирĕ тенĕччĕ.

Çапла, уйран – чăвашсен наци апачĕ. Анчах ăна лавккасенче тупса илейместĕн. Уйран çиес килсен ялти тăвансем патне каймалла. Акă, хамăр республикăри аш-какай промышленноçĕ наци интересĕсене шута илсе шăрттан, тултармăш, какай шÿрпи хатĕрĕ туса кăларать пулсан, сĕт-çу промышленноçĕн мухтанмалли çукрах.

Раççей шайĕнчи выставкăсемпе конкурссенче наци апат-çимĕçне уйрăммăн шута илсе хаклаççĕ пулсан, республикăри сĕт-çу промышленноçĕн специалисчĕсем уйран пирки мĕншĕн аса илмеççĕ-ши? Унăн технологийĕ те ансат-çке.

Илтнĕ тăрăх, Вăрнарти типĕтнĕ сĕт заводĕнче пысăк квалификациллĕ специалистсем вăй хураççĕ. Коллектив ертÿçисемпе технологĕсене сĕнÿ парас килет: техника условийĕсене хатĕрлесе тивĕçлĕ инстанцисенче çирĕплетсе чăвашсен наци апат-çимĕçне – уйрана туса кăларма пуçласчĕ. Халĕ техника условийĕсене тата продукцин хакне çирĕплетме ĕлĕкхи пек Мускава пуç çапмалла мар, çак ыйтăва республика шайĕнчех кĕске вăхăтра татса пама пулать. Сертификацине те Шупашкартах тăваççĕ.

Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕ уйран туса кăларса сутма пуçласан, халăх ăна хапăлласа йышăнасси пĕртте иккĕлентермест. Тен, ытти сĕт-çу завочĕсенче те туса кăларма шутлĕç. Анчах продукци докуменчĕсен авторĕ типĕтнĕ сĕт завочĕ пулнă май, ыттисен вăрнарсенчен ирĕк илмелле пулать. Çапла, вăрнарсен сумĕ республика шайĕнче тата та ÿсĕ.

Геннадий ИВАНОВ,

пенсионер,

республикăри аш-какай промышленноçĕн ветеранĕ.

Пăртас.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика