25 января 2016 г.
Кăçал çутçанталăк хăйĕн «шурă мамăкне» хĕрхенмесĕр парнелерĕ. Кĕске вăхăтрах юр çулсене, тротуарсене хÿсе лартрĕ. Çакă çул-йĕр ĕçченĕсемшĕн çирĕп урок вырăннех пулчĕ
Поселокра, ялсенче юр хырма аукционра выляса илнĕ подрядчиксенчен чылайăшĕ урамсене яп-якан хырса тасатрĕç. Уйкас Кипек тăрăхĕнче акă тĕп трассăран ялсене çитекен çулсем çатма пекех. Вăрнарти уйрăм секторти урамсем те тикĕсех.
Шел те, поселокăн тĕп урамĕсем кĕçнерникунчченех юр пăттипе çăрăлчĕç. Маларахри çулсенче кунашкалли пулманччĕ. Коммунальщиксем çынсем вăраннă тĕле Вăрнар çулĕсене анлăн, тикĕсрех хырса тухатчĕç.
Кунашкал юр темиçе çул çуманччĕ-ха. Тĕп çулсем траншея евĕр пулса кайнăччĕ, айăккипе хырса купаланă хÿмесем вырăнăн-вырăнăн ик-виç метртан та çÿллĕрех пулĕ.
Юрĕ, юр вĕçтернĕ вăхăтра урамсене тасатса ĕлкĕрме çук тейĕпĕр, анчах та çанталăк лăпкă вăхăтра та, шел, урамсенче хăватлă техникăпа юр тĕкни курăнмарĕ. Çул-йĕр ĕçченĕсен, юр хырма яваплă организацисен, кун пек чухне ĕç вĕçленмен пек туйăнать. Ирĕксĕртенех çине-çинех шухăш çуралчĕ – яваплăх çине чăрт сурман-и? Советски урамĕнчи центрти пĕр лаптăк кĕçех пĕр енлĕ çул вырăнне кăна тăрса юлатчĕ – банк тĕлĕнче хирĕç килекен автомобильсем пĕр-пĕрне кĕтсе тăрса кăна ирттеретчĕç.
Шупашкарти «Комплексные инновационные технологии» фирма ĕçченĕсене Вăрнарта пĕрре те курма тивменнин сăлтавĕ шалт тĕлĕнтерет – ку подрядчикăн юр хырмалли техники те çук иккен...
Виçĕмкун район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов васкавлă йĕркепе лару пуçтарнă. Унта ку организаципе килĕшĕве пăрахăçласа «Вурнарыдорстрой» обществăпа килĕшÿ тума йышăннă. Хамăрăн организацин техникисем тÿрех ĕçе тытăнчĕç, çулсене тĕппипе хырса тасатрĕç.
Çине-çине хÿтернĕ юр тепĕр ыйтăва та çĕклерĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнче кунĕн-çĕрĕн тапратмасăр ларакан машинăсем те юрпа кĕрешме чăрмантараççĕ. Шупашкарта ав хула мэрĕ Алексей Ладыков автохуçасем техникисене илменшĕн администрацисен ертÿçисем çине явап хума йышăннă. Хыççăн тепĕр йышăну тухнă – кунашкал машинăсене эвакуацилемелле. Тĕрĕс хушу.
Вăрнарта та «Интех» организаци чăрмав кÿрекен автомобильсем çине вĕсене куçарса лартма ыйтса хутсем çыпăçтарса тухрĕ. Шел, чĕнĕве пурте хисеплемерĕç...
Сăмах май, Чăваш енĕн тĕп хулинче акă А.Ладыков пуçарнипе ырă мар чунлă подрядчиксемпе кĕрешме «Стоп-сугроб» акци йĕркеленĕ. Çынсем юр хÿмисене ÿкерсе илсе тÿрех администрацие пĕлтереççĕ, сигнал тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.
Январь вĕçленмен-ха. Нумай чухне февраль уйăхĕ те çил-тăманпа «туслă» пулкалать. Эппин, аукциона хутшăнса яваплăх илнисен çанталăк «парнипе» кĕрешме кирек хăш вăхăтра та хатĕр тăмалла пек. Нимĕнле акцисĕрех тивĕçе чыслăн пурнăçласчĕ – çынсем ĕçе, чирлисем патне васкавлă пулăшу вăхăтра çитчĕр, пĕр сăмахпа – мĕнпур сфера чăрмавсăр ĕçлетĕр.
Светлана ЧИКМЯКОВА.