Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапла пурăнатпăр

23 января 2016 г.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем, çавăн пекех Вăрнар район хаçатĕнче ĕçлекенсем, çынсене хумхантаракан-пăшăрхантаракан кашни ыйтăва шута илеççĕ, тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Ахальтен мар пулĕ кăрлачăн 16-мĕшĕнче Шупашкарта Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявланă чух ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсем пирки: «Эсир халăхшăн ĕçлетĕр»,– тенĕ.

Юлашки вăхăтра кунсеренех тенĕ пек татти-сыпписĕр çил-тăман вĕçтерет. Çавна май юр кĕрчĕсем хăвăртах ÿссе лараççĕ. Акă Санарпуçĕнчи Тундра урамĕнчи утма çула хырса тасатмаççĕ тесе тунтикун «Çĕнтерÿ çулĕн» редакцине шăнкăравлакан та, килекен те пулчĕ.

– Ăнсăртран «хĕрлĕ автан» аташас пулсан пĕр пушар машини те кĕреймĕ,– терĕ хĕрарăм шикленсе. – Тата Тундра урамĕнче ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Вĕсем пурте хăйсен ĕмĕрĕнче района, республикăна аталантарассипе нумай çул ырми-канми тăрăшнă, хăйсен сывлăхне шеллемен. Ватăсене хисеплемеллех.

«Ялтан уйрăммăнрах ларнăран Тундра урамĕ тивĕçлĕ органсен тимлĕхĕнчен тухнă-ши?» – вĕлтлетсе илчĕ малтанхи шухăш пуçра. Анчах та курни илтнинчен лайăхрах тенине асра тытса кĕçнерникун Санарпуç ялĕнчи Тундра урамне çитсе килтĕм.

Асăннă урамран машина тухнине асăрхасан лару-тăру япăхах пулманнине ăнланса илтĕм. Кил-çурт умĕнче юр хыракан Александр Кирилловпа калаçма тÿр килчĕ. Мĕн сăлтавпа килнине пĕлтерсессĕн вăл çапла хуравларĕ:

– Пĕрре çил ачисем хытă аташрĕç те ирпе-ирех утма çула юртан тасатаймарĕç-ха. Анчах вырăнти влаç тăрăшнипе хальхи вăхăтра Тундра урамĕнче кĕрт куписене пухăнма памаççĕ, юр хыракан техника сассине хĕвел тухичченех илтме пулать.

Урамри ытти çынсем те калаçăва хутшăнчĕç. «Шур юра гусеницăллă трактор хырсан лайăхрах пулмалла та. Урапаллă техникăн хăвачĕ пĕчĕкрех. Час-часах кĕрсе ларать. Юр кĕрчĕсене пÿртсем умĕнчи картасем хĕрринелле тĕксе хыраймасть. Çавна пула çул ансăр», – пĕлтерчĕç вĕсем хăйсен шухăшне. Тепри тата çапла хушса хучĕ: «Урапаллă трактор юр хырсан та пире валли çавах утма çул пулать».

Хĕллехи вăхăтра çакăн пек ÿкерчĕк те куç тĕлне лекет. Ятарлă машинăсем урамсенче юр тасатаççĕ-ха, анчах та ĕçе çиелтен кăна пурнăçлаççĕ. Юлнă юр йăшăкланса каять те, утма питĕ кансĕр. Водительсен те тимлĕхне ÿстермелле.

«Йĕпреç поселокне бассейна çÿретпĕр. Ку тăрăхра çулсене тип-тикĕс хырса тасатни тĕлĕнтерчĕ», – терĕ Вăрнар поселокĕнче пурăнакан пĕлĕшĕм. Çак эрнере пирĕн редакцие Йĕпреç район хаçачĕн тĕп редакторĕ Константин Алимасов кĕрсе тухрĕ. Паллă журналистран вĕсен тăрăхĕнчи çул-йĕр тасатакансем хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçлани пирки ыйтрăмăр. «Хастар ĕçлеççĕ. Çулсем çатма пек яп-яка»,– çирĕплетрĕ вăл.    

Пирĕн те кÿршĕсенчен юлас марччĕ, районăн пур кĕтесĕнче те çулсене юртан йĕркеллĕ хырса тасатасчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика