23 января 2016 г.
58 çул шăкăл-шăкăл, пĕр чĕлхерен пурăнакан мăшăр пур. Хăмăш хĕрĕпе Раиса Арсентьевапа Малтикас Ялтăра каччи Самуил Арсентьев 1958 çулхи çулла пĕр çемьене чăмăртаннă.
Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Пĕр хĕрĕ Лия районти тĕп больницăн хирурги уйрăмĕнче операци сестринче нумай çул ĕçлет, тепри Зоя – Шупашкарти больницăра медсестрара вăй хурать. Ывăлĕ Станислав хăйĕн пурнăçне ялпа çыхăнтарчĕ. Паянхи куна Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари ферминче водительте ĕçлет. Самуилпа Раиса та ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра тăрăшнă. Вĕсен икĕ мăнук, Рома Шупашкарта пурăнать, водительте тимлет. Самуилпа Раиса мăнукĕн икĕ ачипе йăпанса пурăнаççĕ, вăйпиттисем ĕçре. Виçĕ ăру çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ.
Самуил 25 çула яхăн колхоз председательне машинăпа турттарнă. Вăл çавăн пекех чирлисене те çĕр варринче больницăна леçме пулăшнă. Астăватăп-ха, Уйкас Ялтăра çынни йывăр суранланнăччĕ. Вăл вăхăтра эпĕ медпунктра ĕçленĕ май Самуил патне çурçĕр иртни пĕр сехетпе пытăм, тархасшăн, чирлĕ çынна район больницине леçсе яр, тесе ыйтрăм. Вăл хирĕçлемерĕ. Больницăра травматолог ку хĕрарăм тепĕр çирĕм минутран пурнăçран уйрăлма пултарнине пĕлтерчĕ. Самуил Арсентьев «Новый путь» колхозăн васкавлă пулăшу машинин водителĕ вырăннех пулнă. Вăл, ырă кăмăллăскер, мăшăрне сив сăмах та каласа курман.
Пĕр чĕлхерен пурăннăран Раисăпа Самуил Арсентьевсем пирки çÿпçипе хупăлчи теме пулать. Пĕр-пĕринпе нумай çул килĕшÿре пурăнакан мăшăрсене тивĕçлĕ органсен уявсем ячĕпе час-часах саламламалла. Вĕсем çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартнине асра тытмалла.
Нина ПАРАМОНОВА