23 января 2016 г.
Çак уйăх вĕçĕнче Шупашкарта профессионал-писательсен – РФ Писательсен пĕрлĕхĕн съездне ирттерме палăртнă. Ăçта, хăш вырăнта пухăнасшăн? Халлĕхе эп çавна та пĕлместĕп-ха. Виçĕ союзран М.Юхма тавраллисен кăна хăйсен офисĕ пур. Ыттисен тахçантанпах хăйсен килĕ çук (тутарсен – уйрăм капăр çурт).
Пире халь мĕскĕн, чухăн, сумсăр çапкаланчăк йыш вырăнне хурасшăн. Буржуа тÿре-шарана, массăллă пичетшĕн, ун урлă «рейтингĕшĕн» хыпкалансан та, наци литератури кирлĕ мар пек курăнать. Çапла килсе тухасса Анатолий Емельянов çирĕм çул каяллах асăрхаттарнăччĕ. Виçĕ ăстрăмпа халăх депутатне суйланнă май, литературăпа культура аталанăвĕшĕн сессисенче пайтах çапăçрĕ. Ăс-хакăл çăкăрне хаклама пĕлменшĕн министрсене куçран пăхса «ăшалатчĕ». Халь унашкал депутатсем çук. Писательсен союзĕн шалуллă консультантсем, пропаганда бюровĕ, литфонд, пултарулăх ĕçĕ-хĕлĕпе лармашкăн Атăл леш енче хăйĕн çурчĕ-йĕрĕ пулнă. Гонорар та тахçанах пăрахăçланчĕ. Журналсем мана «смута» тапхăрĕнче те сахал мар пичетленĕ – виçĕ пус та тÿлемен. Тутарсем пенсие тухнă кашни çыравçа хушса уйăхра пĕр пин тенкĕ, халăх çыравçине 10 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Литература журналĕсем вĕсен вуншар. Çуллен çĕршер кĕнеке пичетлеççĕ, йÿнĕ хакпа сутаççĕ. Çав вăхăтрах гонорарсен шкалине те сыхласа хăварнă. Пирĕн ятлă çыравçă та хăйĕн кĕнекине хăйĕн кĕлмĕçле укçи-пухчипе кăна майлаштаркалать. Чăваш писателĕсен икĕ тĕп журналĕнчен пĕри кăна («Тăван Атăл») пин çурă экземплярпа çапăнать. «Ялав» иртнĕ ĕмĕрте 60–70 пин тиражпа чăвашлăхăн пĕтĕм анлăшне саланнă. Ăна хупса хунăшăн никама та айăпламарĕç... Съездра ку ыйтусемпе халтăрланса калаçакан тупăнĕ-ши?
Писательсем ялсемпе районсене ушкăнăн-ушкăнăн тухатчĕç. Союзсен паян, кăмăлĕсем пулсан та, алхапăл мероприятисем валли хал-хавал çитеймест. Çав вăхăтрах эпир, йăла йĕрне çухатмасăр, вырăнти хамăрăн вăйпах Çĕпритун Шăпчăк, Григорий Луч (Васильев), Юрий Айдаш, Анатолий Емельянов, Алексей Воробьев, Петĕр Ялкир, Мĕтри Кипек, Антип Николаев, Иван Ивник, Константин Иванов, Владимир Кузьмин юбилейĕсене йышпа-халăхпа чыслăн палăртма пултартăмăр. Халлĕхе районта культура деятелĕсене манас марла хисеплекен юлташсем, тăвансем пур-ха, шкулсенче литературăпа искусствăна юратакан учительсем пур.
Чăваш наци идейине, идеалне (идеологине тесен те йăнăш пулмĕ) тем тесен те унăн литератури техĕмлет. «Литература не должна ни на шаг не отступать от своей цели – возвысить общество до своего идеала – идеала добра, света и истины!» – тенĕ Ник. Некрасов. Асăннă çав пахалăхсем пирĕншĕн пуринчен те ытларах халăх сăмахлăхĕпе пĕрле илемлĕ литературăра тĕвĕленсе çирĕпленнĕ. Илле Иванов «Хыпарта» çырнă тăрăх, тутарсен наци политики пур (247-мĕш №, пĕлтĕрхи раштавăн 31-мĕшĕ). Пирĕн те пулмаллах. Иван Яковлевран тытăнса сумлă çыравçăсемпе ăсчахсен ячĕсене пĕрле каласа тухăр-ха! Никĕс тĕреклĕ-çке. Шел, Литература çулĕнче чăвашсен тĕп хаçачĕсем чăваш халăх çыравçисене сăмах памарĕç. Каламалли-канашламалли нивушлĕ çукчĕ? Совет çĕршывĕнче писательсене идеологи çарĕпе танлаштарнă. «Этем чунĕн инженерĕсен» граждансен ăс-хакăлне çивĕчрех, чун-чĕрине илемлĕрех тăвассишĕн кĕрешмелле пулнă. Идеологийĕ çук çĕршывра халĕ ĕнтĕ ылханчăк-вараланчăк шурлăхĕнче çăрăлакан литература та пур.
Литература çулталăкĕн идейи В.Путин 2013 çулхи ноябрьте ирттернĕ Литература пухăвĕнче çуралнă. Çĕнĕ Раççей литературин пирвайхи пухăвĕнче Президент правительствăн, Президент администрацийĕн тата Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин мĕн ĕçлемеллине палăртнă. Чи кирли – Тăван çĕршыв литературине хÿтте илме Федераллă фонд туса хумаллаччĕ. Шел – çав фонд йĕркеленеймерĕ. Правительство кĕнеке пичетлемелли федераллă программа палăртмарĕ. Ку программăна Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулне халалланă чи паха изданисем, классиксен юбилейĕсемпе çыхăннă хайлавсем кĕмеллеччĕ (çав шутра Петр Ершов поэтăн 200 çулĕ ячĕпе, Сергей Есенинăн 120 çулĕ, Константин Симоновăн 100 çулĕ, Альберт Лихановăн 80 çулĕ, Василий Казанцевăн 85 çулĕ ячĕпе тата ытти те).
Литература çулталăкне Кĕнеке çулталăкĕпе йĕкĕрешлентерни тĕрĕс тенĕччĕ, кĕнеке уявĕсем, пасарĕсем, выставкисем иртессе кĕтнĕччĕ. Эп асăрхаймарăм пулинех... Статистика ĕнентернĕ тăрăх, кĕнекесен 80 проценчĕ магазинсем, 10 проценчĕ библиотекăсем урлă саланать. Сутма халь ĕлĕкхилле лавккасем çук. Юлашки икĕ çулта Раççейре «оптимизаци» йĕркипе 1000 ытла магазин, библиотекăсен 18 проценчĕ хупăннă. Ача-пăча библиотекисене ыттисемпе пĕрлештереççĕ. Вулакан – çамрăкки те, ватти те – компьютер ещĕкне тăрăннă, унта вара ухмаха кăлараканни те пайтах. Кĕнеке парнеллĕ хакне çухатрĕ. Шкул директорĕсенчен пĕр-иккĕшне район энциклопедин çĕнĕ – 2-мĕш томне кăтартрăмăр. Пĕри «хаклă!» терĕ, тепри тытса та пăхмарĕ. Сăмах май каласан, унпа вунă çул тăрмашнăшăн пире çаплах-ха тÿлемен. «Туййи» кунта икĕ вĕçлĕ: пĕр вĕçĕнче – чухăнлăх (учительсем пирки калас-тăк, вĕсене халь литература туянмалăх памаççĕ те пулмалла), тепĕр вĕçĕнче – кĕнеке ним тĕшне те тăманни, уншăн ĕçлекене çын вырăнне хуманни.
Çÿлерех асăннă И.Иванов çыравçă «Хыпарти» статйинче çапла калани пур: «Патшалăхпа тан калаçмалла, патшалăх умĕнче чураланма пăрахмалла». Ку сăмах, ахăртнех, пурне те пырса тивет. Чура вăл – ялан сехри хăпса тухнă хăравçă, хуçине анчăкла парăннă мĕскĕн чун. «Вакка чăм!» тесен, тарăнăшне пăхмасăр сикет. Хăравçăпа чухăнлăхран хăпаймастăн, пурнăç тăваймастăн.
Михаил ВАСИЛЬЕВ,
РФ Писательсен союзĕн членĕ.