Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Флот Элекçийĕ

23 января 2016 г.

Алексей Ильин аса илĕвĕсем

Вăхăт иртет, XXI ĕмĕрте пыратпăр. Пулăмсем нумай чухне манăçаççĕ. Вăхăт-вăхăтăн çиеле тухаççĕ. Шута яраççĕ, иртни çине çĕнĕрен пăхма хистеççĕ. Хамăр астăвассах пурăннă çынсем те хăйсен вăхăтĕнче Раççейшĕн, СССР-шăн тава тивĕçлĕ çынсем пулнă. Вĕсем пĕтĕм вăйне, çамрăклăхне, пултарулăхне халăхшăн панă.

Сăмах Кивçурт Енĕшре пурăннă ялти пĕррмĕш моряк – Алексей Ильич Ильин е ялта каланă пек «Флот Элекçийĕ» çинчен, унăн службăра тăнă май Петроградра Финлянди вокзалĕнче В.И.Ленина кĕтсе илме, II Николай патша умĕнче стройпа утма, А.В.Колчака присяга пама тата выçлăх çулсенче М.И.Калинин патне çитсе Бонч-Бруевичпа калаçма тивнĕ.

Нумаях пулмасть «Звезда» колхозăн тĕп агрономĕнче ĕçленĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕпе Николай Алексеевпа калаçма тиврĕ, вăл ашшĕ çырса хăварнă çырусемпе паллаштарчĕ. Кăсăклă самантсем нумай унта. Вулакансене çырури йĕркесене ытлашши улăштармасăр сĕнетĕп.

«Эпĕ, Ильин Алексей Ильич, 1887 çулта çуралнă. Эпĕ – кĕçĕнни. Манран аслисем Григорий – 1875 çулта, Павел – 1878 çулта, Матвей – 1880 çулта, Дарья – 1882 çулта çуралнă. Арçынсем нумай пулнăран ĕçлеме çĕр те пулнă. Çавăнпа атте-анне мана усрава пама йышăннă. Питĕ лайăх астăватăп, атте мана пĕр кил урлă пурăнакан Çитăркка старикпе карчăкĕ патне илсе кайрĕ. «Эсĕ паянтан кунта пурăнма пуçлатăн, сана кунта лайăх пăхĕç, пичÿсем патне пырса çÿре», – терĕ те алăк патĕнчи тенкел çине лартрĕ. Çитăркка старик (кайран ăна атте теме пуçларăм) мана канихвет-пĕремĕк пачĕ те хăй чĕрçи çине лартса пуçран ачашларĕ. Эпĕ ун чухне виçĕ çулта кăна пулин те, çав саманта халĕ те манаймастăп. Ун хыççăн çав килте пурăнма пуçларăм. Кăнтăрла пиччесемпе акка патĕнче пурăннă, каç пулсан çĕнĕ атте-анне патне ăсатса яратчĕç. Килте манран 10–12 çул аслăрах Анук ятлă усрав хĕрĕ пурччĕ. Эпĕ çичĕ çул тултарсан пирĕн çемье Шăхран (Канаш) станцине куçса кайрĕ. Атте станцинче хуралта ĕçлетчĕ. Эпир унта виçĕ çул пурăнтăмăр, çав вăхăтра акка – Дария Канаш районĕнчи Пратьякассине качча тухрĕ. Унта кайса çÿреттĕмччĕ, вĕсен ачисем те пурччĕ.

Яла таврăннă çулах 1-мĕш класа кайрăм. Эпĕ лайăх вĕренеттĕмччĕ, маншăн арифметика предмечĕ чи лайăххиччĕ, анчах та 2 çул ытларах вĕренсен шкула пăрахма тиврĕ, атте чирлеме пуçларĕ. 1908 çулта салтака кайма ят тухрĕ. Етĕрнери комиссинче врачсене: «Ку таранччен пĕрре те чирлемен», терĕм те мана флота илчĕç.

Службăна Хура тинĕс флотĕнче пуçларăм. Вăл вăхăтра Хура тинĕс флочĕн адмиралĕ Александр Васильевич Колчакчĕ. Вăл пире присяга йышăнтарчĕ. Эпĕ вырăсла япăхрах пĕлнĕ. Вырăс ачисем: «Василий Иванович» – тесе кулатчĕç. Пĕррехинче çапла пĕр вырăс ачи манран кулма пуçларĕ те эпĕ ăна пурин умĕнчех питĕ вăйлăн çавăрса çапрăм. Çавăн хыççăн кулма пăрахрĕç.

Мана «Машинный содержатель» пулма 2 çул вĕрентрĕç те службăна çав ĕçпех ирттертĕм. «Унтер-офицер» звани пачĕç. Тепĕр 2 çултан пире Амур флотилине куçарчĕç. Эпир Хабаровск хулинче пурăннă. Пирĕн çар пăрухучĕ «Киргиз» – ятлăччĕ. Манăн асăмра А.В.Колчака присяга панă чух II Николай патша умĕнчен стройпа иртни лайăх астăвăнса юлчĕ.    

Службăран 1914 çулхи çуркунне таврăнтăм. Унччен мана ÿстернĕ атте (Çитăркка) вилнĕччĕ, анне те аран çÿрекелет, çавăнпа та тÿрех авланмалла пулчĕ. Хам та çамрăк мар ĕнтĕ – 27 çул тултарнăччĕ.

Службăра 6 çул тăрса укçа самаях пуçтарăннăччĕ. Вăл вăхăтра Услантăр Енĕшре пасарсем питĕ вăйлă пулатчĕç. Эп пасара моряк формипе тухсан ман тавралла халăх пуçтарăнатчĕ.

Çимĕк иртсен авлантăм. Вăл вăхăтра хĕршĕн хулăм укçи тÿлемеллеччĕ. Эпĕ те хĕршĕн хуньăма 60 тенкĕ ылтăн укçа патăм. Ку вăл пысăк укçаччĕ. Анчах та авланнă хыççăн икĕ эрнеренех вăрçă тухрĕ те мана вăрçа илсе кайрĕç.

Вăрçă вăхăтĕнче эпĕ службăна Финляндире çыранти хÿтĕлевре, ирттертĕм. Ун чухне Финлянди Раççей çĕрĕччĕ.

Февральти революци хыççăн (1917 çул) çарти дисциплина питĕ япăхланса кайрĕ. Большевиксен агитаторĕсем командирсем умĕнчех вăрçа хирĕç, патшана хирĕç агитаци тăватчĕç.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Кивçурт Енĕш.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика