23 января 2016 г.
Снегоходсемпе тата ытти мотохатĕрсемпе усă курнă чухне çынсен пурнăçĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес, техникăн юсавлăхне тĕрĕслес тĕллевпе февралĕн 23-мĕшĕччен районта та «Снегоход» профилактика операцийĕ пырать. Вăл йĕрке хуралçисемпе тата ытти асăрхав органĕсем хутшăннипе иртет.
Техника тĕрĕслевне ирттермелли Правилăсемпе килĕшÿллĕн вĕсен те техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Снегоходпа çÿрекенĕн А–1 категориллĕ тракторист-машинист удостоверенийĕ, ун çинче огнетушитель, медаптечка пулмалла, водителĕн мотошлем тăхăнмалла.
Снегохода е внедорожник-мотохатĕре туяннă хыççăн 10 кунран регистрацилемелле, харпăрлăхçăн хăй тĕллĕн çÿрекен машинăн паспортне, регистраци свидетельствине, суту-илÿ килĕшĕвне, йышăну актне кăтартмалла. Правилăсене пăснине палăртсан, паллах, штраф тÿлеме тивĕ.
И.ТИМОФЕЕВ,
Гостехнадзорăн патшалăхăн районти
аслă инспекторĕ.