23 января 2016 г.
Наркополицейскисен кану кунĕсенче те канлĕх çук. «Шурă вилĕм» сутакансем киревсĕр ĕçе тума чарăнмаççĕ.
Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш енри управленийĕн сотрудникĕсем Шупашкарта марихуанăпа сутă тунă çамрăка тытса чарнă. Курăка вăл хăйех акса ÿстернĕ. Унăн плантацийĕ республикăри районсенчен пĕринче вырнаçнă. Пакунлисен куçĕ тĕлне лекичченех вăл наркотике çав тăрăхра пытарса усранă.
Наркополицейскисем çамрăкран виçĕ килограмм ытла марихуана туртса илнĕ, ăна 15 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.